Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырӑвӗсене (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Сила России» спорт марафонне ирттерме тата йӗркелеме хастар хутшӑннӑшӑн Л.М.Макаровӑна, В.Х.Денисова, Л.А.Акшева, В.Л.Калашникова, А.К.Гавриловӑна, С.В.Остапиенкона, П.Ю.Порядкова «Единая Россия» партин регионти совечӗн Тав ҫырӑвӗсене С.Н.Грачева панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

И.А.Ильина, О.А.Кошкина, Н.С.Сахров, В.Н.Семенов, И.Г.Янчурина, Г.Н.Волкова, В.Н.Арсентьева, Р.М.Хайртдинов, М.Ф.Каримуллин округ администрацийӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Вӑл ӗҫченсен пӗр ушкӑнне оругӑн тав ҫырӑвӗсене пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Комсомольски округ администрацийӗн, ытти ведомствӑсен Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ ентешсемпе хаҫатӑн малашнехи номерӗсенче паллаштарӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансен амӑшӗсене, ачасене тӗрӗс воспитани парса ҫитӗнтернӗшӗн ҫар чаҫӗсен командирӗсен тав ҫырӑвӗсене парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Ашшӗ тӗл пулмассерен: «Ывӑлӑм лайӑх салтак манӑн, савӑнатӑп. Командирӗсем ҫыру ярсах тӑраҫҫӗ, Элекҫей командовани тавне тивӗҫлӗ пулсанах, хыпар туса, ӑшӑ сӑмахсем ҫырса савӑнтараҫҫӗ. Пухса пыратӑп ҫырӑвӗсене», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Каччӑсен ҫырӑвӗсене те ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Унчченхи ҫырӑвӗсене таврӑнас кӑмӑлпа ҫырнӑччӗ те, каҫару ыйта-ыйта, ҫилленменнине палӑрта-палӑрта ҫырнӑччӗ те — халь тата, чӗнсе ярсан, улшӑнмарӗ-ши шухӑшӗ?!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Юлташӗ фронтра пуҫне хурсан унӑн еткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тата ун ят-сумне халӑхра сарассишӗн Аслан питӗ ҫине тӑнӑ, сӑввисемпе фронтран янӑ ҫырӑвӗсене пухнӑ, статьясем пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

«Кавӗрле ал ҫырӑвӗсене тӗплӗнрех пӑхса тухатӑп-ха, пӗр-пӗр кӗнеке майлаштарма ҫук-и?» — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Экспонатсен хушшинче Аслӑ Улӑпӑмӑрӑн ал ҫырӑвӗсене, историре тарӑн йӗр хӑварнӑ сӑн ӳкерчӗкӗсене, пӗрремӗш букварӗн кӳлепине курма пулать.

Куҫарса пулӑш

И.Яковлева халалланӑ курав Мускавра уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60808

Паттӑр салтак янӑ ҫырӑвӗсене мӑшӑрӗ тирпейлӗ упранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Ҫапла вара, икӗ писатель хӑйсен пӗр-пӗрин патне ярса тӑнӑ ҫырӑвӗсенче, «Рабфак хӗрӗ» калавран пуҫласа, литературӑпа искусствӑн теориллӗ ыйтӑвӗсене хускатаҫҫӗ, тӗрлӗ ыйтусене пӗр-пӗрне ӑнлантарса параҫҫӗ (ку вӑл Исаев ҫырӑвӗсенче те аван курӑнать, Хумма Ҫеменӗн ҫырӑвӗсене халлӗхе тупман-ха).

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Салтак ҫырӑвӗсене хумханмасӑр вулама ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ҫырӑвӗсене химилле майпа ҫырма, хӑш-пӗр вырӑнсене шифрлама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ҫав кунах Пенишора, май килсен Володя Колесникова пама тесе, ашшӗн ҫырӑвӗсене Фретича хӑварчӗ те хӑй шкултан тухса кайрӗ.

В этот же день Пенишора вручил Фретичу письма своего отца с просьбой отдать их, если представится возможность, Володе Колесникову, а сам ушел из школы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эсӗ, тӑванӑм, аҫу ҫырӑвӗсене пуҫтарса чик те упра вӗсене, — терӗ вӑл Пенишорӑна лӑпкӑн, анчах ҫирӗппӗн тухакан сасӑпа.

— Ты, братец, собери-ка письма отца и храни их, — спокойным, но твердым тоном сказал он Пенишоре.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пазухин сӗтел хушшине ларчӗ те Тӑхтин кӗнекисене, ал ҫырӑвӗсене пӑхма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Микула хӑйӗн ҫырӑвӗсене ют ҫынна вулаттарасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен пӑр-так та пулин, Сююнбике ҫырӑвӗсене вуласа панипе те пулин хавхалантаратчӗ Хусан княҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех