Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫӗм сăмах пирĕн базăра пур.
ҫиҫӗм (тĕпĕ: ҫиҫӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк этемӗн пӗчӗк чунӗнче темле аслати тӗнчене кисретмелле, интернат ҫурчӗ куҫ умӗнчех тайӑла-тайӑла каймалла шартлаттарса ҫапать, пӗчӗк этемӗн пӗчӗк чунӗнчех темле ҫиҫӗм шелсӗр ҫиҫсе ӑшчике ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫын епле пӗчӗк пулсан та, кунашкал хӑрушӑ сӑмах ун чунне ҫӗрле, пӑч-тӗттӗм чух, тӗнчене кисретмелле аслати ҫапнӑн, куҫа суккӑр тумаллах ҫиҫӗм ҫиҫнӗн анкӑ-минкӗлентерсе ярать.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӗҫ сывлӑшра ҫиҫӗм евӗр хӑвӑрт ункӑ туса ҫаврӑнса илнӗ те арман хуҫи ывӑлӗн сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине шӑхӑрса аннӑ…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Акӑ ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати те кӗрӗслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫак самант уяр ҫанталӑкра ҫиҫӗм ҫиҫсе аслати авӑтнӑн туйӑнса кайрӗ Ҫимуна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр, тепӗр хут ҫывӑрса каяс тесе, пуҫ ҫийӗнченех ҫӳхе утиялпа витӗнчӗ, анчах, куҫа хупсан та, ҫиҫӗм ҫути шарах шӑтарать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиҫӗм йӑл-ял ҫиҫет те, пӗтӗм кӗлет ӑшчикки вут хыпнӑ пек ҫуталса каять.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслати авӑттӑр, ҫиҫӗм ҫиҫтӗр, Тӑшман пиртен каҫару ан кӗттӗр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳлте аслати кӗмсӗртетет, вӑрман ҫийӗнче йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслати авӑтать, ҫиҫӗм ҫиҫет, Ворошилов лаши кӗҫенет…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫсе анӑҫран хуралса килекен пӗлӗтсем еннелле пӑхкалама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑррине ҫиҫӗм хуҫнӑ йывӑҫ пек ҫӗкленсе ларакан каланча ҫинчен ача-пӑча кӑшкӑрашни илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Платун юмӑҫа вӗлерсе ҫаратнӑ, вара ҫунтарса янӑ текен хыпар, ял тавра ҫиҫӗм пек ҫаврӑнса, Энӗшкасси ҫыннисене пӑлхантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Авӑ ху кунта килнӗ такси халӗ те кӗтсе тӑрать, ҫиҫӗм пек вӗҫтерсе кай.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Аслати кӗмсӗртетрӗ, пӗлӗт лапкӑшпех ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, витререн тӑкнӑ евӗр ҫумӑр чашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫиҫӗм, хӑраманнине те, хӑраканнине те тиркесе тӑмасть — килет те шартлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Мӗнпур вӑй-хӑватне пухса, кӑмӑлне хытарса, хура пӗлӗт ҫийӗнчи ялтӑр ҫиҫӗм ташшине пӑхмасӑр малалла талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пирӗн упӑшкасем вӑрҫӑра тертленеҫҫӗ, эсӗ вӗсен арӑмӗсене хыпашласа ҫӳретӗн! — ҫиҫӗм пек хӑвӑрт санталине хывса Кабаргаса питӗнчен шартлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗри ҫиҫӗм пырса ҫапрӗ Ваҫиле шӑнӑрӗсене — вӑл сиксе тӑчӗ те тӑхӑнмасӑрах урама вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ниҫта та ан кай, ҫакӑнтах лар! — теҫҫӗ те шӑркалчӑсем хӑрахшар ураллӑ ҫеҫ пулнӑран ыталанса икӗ ураллӑ пулаҫҫӗ тӑраҫҫӗ, хӑлха хупланмалла ши! шӑхӑрса куҫран ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех