Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапса (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мами тарӑхса икӗ аллине хире-хирӗҫ шарт ҫапса илет:

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ара, ҫуллахи шӑрӑхра та пӑр ташласа тырра ҫапса тухса каять-ҫке, хӗллехи вӑхӑтра шӑпӑртатса ҫумӑр ҫунине те пӗрре кӑна курман этем.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ирхине вӑранса каять те ҫитӗнсе ҫит-нисем апла-капла халап ҫапса ларнине илтет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шурӑ ӑйӑртан тарса айлӑма анни, хуҫи ӳкнине сиснӗ-сисмен, тӑп чарӑннӑ та чӗвен тӑнӑ, хӑй еннелле вирхӗнсе килекеннине ӑмрипе ҫапса ӳкерме хӑтланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пӗрре… — тенкел ҫине кӑларса хурать хӑпарту таврашне асламӑшӗ, — иккӗ… — кӑмп-кӑмп ҫапса пӑхать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ашшӗ икӗ аллине шарт! ҫапса ывӑлӗ умне пырса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пирӗннисем нимӗҫсене Сталин хули патӗнче ҫапса салатнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эсӗ мӗн, ҫапса лартнӑ пӑта пек, асанне патӗнчен тапранма пӗлместӗн яхӑнне?

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Узин ҫиллессӗн ҫапса илчӗ урипе ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Асӑрхан, ҫапса иртме пултаратӑп, пӑрӑн ҫул ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Аран илсе тухрӗҫ ӑна милици уйрӑмӗнчен, тапса та ҫапса ҫеҫ май килчӗ ӑна урама кӑларса яма.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узина темиҫе хутчен ҫиллессӗн хулпуҫҫийӗнчен ҫапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Председатель куфайкипе сӑран аттине ҫапса илчӗ, тӑрантас ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе ларчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑрах ураллӑ тееймӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл Узина ҫурӑмӗнчен ҫапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эсӗ мӗн пирки систерсе каланине ӑнлантӑм, Мерет, — вӑл аллаппипе темиҫе хутчен шӑллӗн хулпуҫҫине лӑпкӑн ҫапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Иккӗш те кулса илчӗҫ, аллисене ҫапса чӑмӑртарӗҫ те тӗрлӗ еннелле уйрӑлса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тем тума та хатӗрччӗ вӑл арӑмӗпе, чышкипе ҫапса яма та, ҫавах та хӑйне тытса чарма хал ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑвӑрт пӗтет, — вӑл Айдака хулпуҫҫийӗнчен ҫапса илчӗ, куҫӗ чӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пӑхатӑп та, эсӗ ҫавах та ытлашши пуҫтах тата намӑс-симӗссӗр, — вӑл Кирее ҫурӑмӗнчен темиҫе хут ачашшӑн ҫапса илчӗ хӑйӗн ҫемҫе ал лапписемпе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫитменнине, эсӗ ашкӑнчӑк-ҫке, Элиме, — ачашшӑн ал лаппипе ҫапса илчӗ вӑл хӗре ӗнсинчен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех