Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑкӗсем (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уҫӑ турнира йӗркелесе ирттерессинче Ҫӗнӗ Пӑва ялӗн ҫамрӑкӗсем, уйрӑмах Илья Семенов, Дмитрий Лисицын, Алексей Петров тата Турхан ялӗнчи Ростислав Турхан нумай тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентешсене асӑнса // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Гидростроительсен малтанхи ушкӑнӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсем те хӑйсен вырӑнне тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пӗрисем — Балаковӑран, Саратов ГЭСӗн строительствинчен, килнӗ кунта, иккӗмӗш ушкӑнӗ, ватӑ Днепрпа сывпуллашса, аслӑ Атӑл еннелле васканӑ, виҫҫӗмӗшӗсем — чӑваш ҫамрӑкӗсем — Атӑл ҫинче хӑватлӑ стройка пуҫланасса кӗтсе илнӗ-илнех, малтанхи кунах гидростроительсемпе пӗрле ӗҫе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ан тив, ҫав йӑнӑшсем ҫинче мӗнпур ӗҫ ҫамрӑкӗсем вӗренччӗр.

Пусть на этих ошибках учится вся трудящаяся молодежь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эй, ҫав пуянлӑхпа чӑваш ҫамрӑкӗсем валли шкулсем уҫнӑ пулсанччӗ — миҫе шкул пулнӑ пулӗччӗ!

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫамрӑкӗсем те ҫав ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Элекҫей Анук патне пырса алӑ пачӗ те: — Мӗншӗн улаха тухмарӑн? Пирӗн ял ҫамрӑкӗсем кӑмӑла каймарӗҫ-и? — терӗ ӳпкеленҫи пулса.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкасси ҫамрӑкӗсем ытти ял ҫамрӑкӗсемпе хутшӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнел общинине кӗрекен ытти ҫичӗ ялӑн ҫамрӑкӗсем пурте вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Ӗнел ҫӗр общинине кӗрекен сакӑр ялӑн ҫамрӑкӗсем вӑййа пухӑнчӗҫ те купӑсҫа хирӗҫ карталанса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял ҫамрӑкӗсем те каҫпа лавкка патне пухӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех Иванпа Сергей хыҫӗнчен килнӗ Чӑваш Яшми ҫамрӑкӗсем хӑваласа ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паласкас ҫамрӑкӗсем пурте пӗрле, шӑкӑлтатса калаҫса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутарсемпе чӑваш ҫамрӑкӗсем шкул патӗнчен пӗртӑвансем пек шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗренесси, тӗрлӗ кружоксем йӗркелесси, комсомол ячейкин йышне ӳстересси ҫинчен сӑмахларӗҫ вӗсем тата Казаковпа Степанов сӗннипе Тутар Яшми ҫамрӑкӗсем те темиҫе ҫын комсомола илме ыйтса заявлени ҫырса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑхри ҫавра кӳлӗн тепӗр енче — Кавал ҫамрӑкӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшми ҫамрӑкӗсем Палас тӑрӑхӗнче мӗн авалтанпах хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе те, илемлӗ ташши-юррипе те ырӑ ят илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтан кашни ял ҫамрӑкӗсем уйрӑмшарӑн пӗр ҫӗре пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваттисемпе авланнисем, ушкӑншарӑн пуҫтарӑнса, Яшмари тӑванӗсем патне хӑнана салансан, пилӗк-ултӑ ял ҫамрӑкӗсем улӑхах юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑн пек каҫсенче Чӑваш Яшми ҫамрӑкӗсем килте хупӑнса лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех