Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗньял тата Нӑрваш Шӑхаль территори пайӗсенчи граждансен пухӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗ пирки Иртнӗ эрнере пӗр кунта умлӑ-хыҫлах икӗ территори пайӗнчи ял ҫыннисем вырӑнти влаҫ ҫулталӑк тӑршшӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫӗсем пирки отчетсем итлерӗҫ.
Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e
Унта Шуркасси, Нурӑс, Кӳлхӗрри, Ҫӗньял, Мачамӑш, виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗшӗнче — Шӗнер, Чӑрӑш-Шӗнер ялӗнчи ватӑсем, хушнӑ ӗҫе чунтан тӑрӑшса, кашни ҫул ырми-канми ӗҫлетчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Пӗрремӗшпе иккӗмӗш питомникра Мачамӑш, Ҫӗньял, Нурӑс, Кӳлхӗрри, Шуркасси ялӗсем, виҫҫӗмӗшӗпе тӑваттӑмӗшӗнче — Шӗнер, Чӑрӑш ялӗсем ӗҫлетчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Районти чылай ял каллех электричество ҫутисӗр юлчӗ: Пӑваяль, Ҫӗрпел, Ҫӗньял Хапӑс, Кушлавӑш, Ҫӗн Сӑрьел, Кив Шуртан, Услантӑр Енӗш, Кивҫурт Енӗш, Отиккӑвӑ, Кӳстӳмӗр, Ершепуҫ, Малти Ишек, Упнер, Хӑмӑш, Мачамӑш, Кӑкшӑм енчи тата ытти ялсем…
Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n
Вӑл Ҫӗньял Хапӑсра ҫуралса ӳснӗ.
Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene
Пӗррехинче район центрӗнче Ҫӗньял Упири икӗ хӗр-тантӑшпа курса калаҫрӑм, хам культура ҫуртӗнче ӗҫленӗрен вӗсене хор кружокне ҫӳреме чӗнтӗм.
50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
Унтан таврӑнсан Красноармейскинчи культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫине вырнаҫнӑ, каярахпа Ҫӗньял Упири библиотека заведующийӗ, районти шалти ӗҫсен пайӗн паспорт службин пуҫлӑхӗ, райхаҫат редакторӗн ҫумӗ, Янкасри культура ҫурчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.
50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
Людмила Сидоровна вӑрҫӑ вӗҫленсен ҫулталӑкран шӑп июнӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗньял Упире ҫуралнӑ.
50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
«Ҫӗньял», — терӗ Михапар.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫак пӗтӗм мыскарана Ҫӗньял халӑхӗ турра ӗненсе мар, ҫав вӑрман сӑмсахне ҫитес йӳтӗмпе тунӑ ӗнтӗ.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗстерек ҫулӗ ҫинче, Ҫӗньял улӑхӗнче, Шурча урамӗсенче ҫынсем васкаса утни курӑнчӗ.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Приххута кӗрекен Ҫӗньял, Кӗстерек, Мамӑш, Чурачӑк, Ярапайкасси, Юлача тата ытти ялсем, ҫурма кӑшӑл пек, Шурча тавра ларса тухнӑ.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Альбина Ивановна Мефодьева — бухгалтер, Галина Васильевна Алексеева (Ҫӗньял) — кассир.Альбина Ивановна Мефодьева — бухгалтер, Галина Васильевна Алексеева (Первые Синьялы) — кассир.
Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Тӗп инженер — ялти ӑста та пултаруллӑ механизатор Геннадий Федорович Федоров, тӗп зоотехник — ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ Татьяна Алексеевна Иванова, тӗп агроном — вун-вун ҫул ялхуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ Тарас Тарасович Зиновьев (Ҫӗньял).
Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Ҫӗньял колхозӗпе пӗрлештернӗ «За коммунизм» колхоза вара Алексеев Анита Алексеевич, Порфирьев Григорий Порфирьевич ертсе пынӑ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Вӑл Кивкас ялӗпе юнашар вырнаҫнӑ Ҫӗньял ялӗнчен.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Санарпуҫ ял тӑрӑхне икӗ ял кӗрет: Санарпуҫ тата Ҫӗньял Хапӑс.В Санарпосинское сельское поселение входят два населенных пункта: Санарпоси и Новые Яхакасы.
Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнче Ҫӗнӗ Ҫул тӗлне илемлетнӗ чи капӑр ҫуртсене палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30679.html
ФАПсем Шӗнер Ишек, Ҫӗньял Явӑш, Туҫи Ҫармӑс, Пӑваялӗнче, Кивӗ Мӗлӗш ялӗсенче уҫӑлнӑ.ФАПы открылись в деревнях Шинеры, Синьял-Яуши, Тузи-Сярмус, Кумель-Ямаши, Мамалаево.
Вӑрнар районӗнче пӗр кунра 5 ФАП уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30511.html
Халӑха Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн шухӑшӗ килӗшмен, типҫырмасем прокуратурӑран пулӑшу ыйтасшӑн.
Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: халӑх шухӑшне ыйтса пӗлмесӗрех вӗсен ялӗнче газ пӑрӑхӗсем хураҫҫӗ-мӗн.
Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html