Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫывӑха (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗне-лаша сутакан-илекенсем патне ҫывӑха пыма та май ҫук — ӗрлешнӗ сасӑ хӑлхана хуплать.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Мӗншӗн-ха эпӗ ют ҫынсен хуйхине чӗре ҫумне ҫывӑха илетӗп, вӗсене ялан пулӑшма тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑй ӗҫ вырӑнӗнче пӑтӑрмаха кӗрсе ӳксе шар курнӑран вӑл асли каланине чӗри ҫумне ҫывӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Урӑхран пирӗн кил таврашне ҫывӑха ан пынӑ пултӑр!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ҫын хуйхи-суйхине, кӑмӑл-туйӑмне, ӗмӗтне ҫывӑха илет, пулӑшу ыйтсан — пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шкулта чухне пир йӗм тӑхӑннӑ ҫӑпаталлӑ каччӑсене ҫывӑха ямастӑн…»

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсене пурне те хам ҫуратнӑ ачасем пек ҫывӑха хуратӑп, вӗсем сывлӑхлӑ пулнипе, ҫитӗнӳсем тунипе савӑнатӑп, нуша-хуйхӑра та вӗсемпе пӗрлех хурланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Вырсарникун Тихӑн алӑкӑн-тӗпелӗн утрӗ-утрӗ те арӑмӗ умӗнче, ҫав тери ҫывӑха, тӑп! чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗн-ха юлташусене пурне те ҫывӑха.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кил-ҫурт пуррисене ҫывӑха та ямаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫарамас хӗр ҫав тери ҫывӑха килнипе ӑнран кайнӑ ача тӑвайккине чупса хӑпарчӗ, сӑрт хӗррипе хирелле ыткӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫавӑнпа та ӑшша пиҫичченех, чупрӗ вӑл ун хыҫҫӑн, ӑна темле те илӗртсе чӗнчӗ, хатӑрса та пӑхрӗ, анчах тыттармарӗ Бианка, ҫывӑха ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эсӗ пур чух, эсӗ умрах утса ҫӳренӗ чух, сана кашни кун илтсе-курса тӑнӑ чух урӑх арҫынна ҫывӑха ярӑп-и?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пирӗн ҫывӑха бетон юпасем тиенӗ машина килсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫурӑлакан япала курсан йӗрке хуралҫисем ҫакна пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ: ҫывӑха пымалла мар, аяккалла чупмалла, ятарлӑ служба ӗҫченӗсене чӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Тӗтӗм шӑршине сиссенех мӗн ҫуннине ҫывӑха пырса пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

— Ан хӑра, вӗсем кунта ҫывӑха килмеҫҫӗ, манран питӗ шикленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпӗ усал.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унта ӗҫлекенсем патне ҫывӑха пыма хӑрамалла.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Naked Science ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ялсем патне питӗ ҫывӑха ҫитнӗ, кӗтӳ ҫӳретмелли улӑхсене ярса илнӗ, ҫавна пула ҫӗр тӑварланса кайнӑ та тыр-пул ӳсме пӑрахнӑ.

Вода подошла к поселениям, затопила пастбища и пропитала землю солью, из-за чего она перестала приносить урожаи, пишет Naked Science.

Викингсем Гренландине шыв хӑпарнине пула пӑрахса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34796.html

Ҫак самантра ҫывӑха виҫӗ ҫалтак чупса тухман пулсан Сюльдяшов урӑхран кун кураймастчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех