Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫиллес (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиллес.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Мӗн, хӑйӗн чӗлхи ҫук-им ун? — терӗ вӑл ҫиллес сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сывлӑхӗ чиперех те, анчах хӑй патне никама та кӗртмест, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе питӗ ҫиллес пулать, — пӗлтерчӗ тутар, усӑннӑ мӑйӑхӗ вӗҫӗсене тӳрлетем туса.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата ма питӗ ҫиллес паян Сарри?

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай куҫ хупса иличчен пӳрте чупса кӗчӗ, ҫиллес сӑнпа, аллинчи чӗн пушшипе Шигалей умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑнран пӑхсах паллӑ, вырӑссем ҫиллес, темшӗн питӗ тарӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑнран пӑхсан та ҫиллес мар вӑл, пуринпе те йӑл-йӑл кулса ҫеҫ калаҫать.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ревком председателӗ инкен катӑк шӑлне, алчӑраса кайнӑ куҫне, ҫиллес питне курсан нимӗн калама аптрарӗ…

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ашшӗ пӗрмаях ҫиллес вӗсен.

Он вечно сердит на всех и на вся.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑваш чӗлхинчи «ухмах» сӑмах вырӑссенни пек тӳрккес те, ҫиллес те мар, темле ҫемҫерех, йӑвашрах, ӑшӑрах илтӗнет: вӑл пуринчен ытла айван тенине пӗлтерет:

В чувашском языке слово «дурак» звучит не столь уничижительно, как в русском, и означает скорее «наивный», чем «глупый».

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сехре пӗр вӑхӑт хушши ним калама пӗлмесӗр тӑчӗ, унтан, Левентей ытлашши ҫиллес маррине курса, каҫару ыйтнӑ пек хӑвӑрттӑн калаҫма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑмӑлтан кама пӑхнине хӗр хӑй те пӗлмест: ҫиллес тесен, ҫиллес мар, вӗри чунлӑ тесен, ытла вӗри пулни те сисӗнсех каймасть.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑртак тӑрсан ҫиллес сӑнпа каялла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнтӗ Василий Ивановичӑн ҫиллес сӑмахӗсене итлеме вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑнран хӑй ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек, анчах хусканӑвӗсенчен пӑхсан — ҫиллес, вӗри ҫын пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ мана тата нумай кӗттеретӗн-и, тимӗрҫӗ? — илтӗнчӗ ҫиллес сасӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем пӗр вӑхӑт шавласа илчӗҫ, унта та кунта ҫиллес сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ним шутласа илме те ӗлкӗреймерӗ — юнашарах Тукайӑн ҫав тери ҫиллес сӑн-пичӗ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса лаши ҫинчен анса ҫиллес пит-куҫпа Пикпав умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кала, мӗн кирлӗ сана, Урасмет? — хапха алӑкне уҫса ҫиллес сӑнӗпе ун умне тухса тӑчӗ Иштерек.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех