Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫийӗнчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑр витсе тӑракан Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан ҫийӗнчен пысӑк утравсемпе пӗчӗк утравсем нумай тухса тӑраҫҫӗ.

Много больших и малых островов возвышается над покрытой льдами поверхностью Северного Ледовитого океана.

Поляр утравӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Кунта, кунта вӑл Володя, — кичеммӗн сас пачӗ те Воронин, ҫийӗнчен тата ҫапла хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир февраль уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа паянхи кунччен пӗр ывӑнмасӑр тетелсем – хамӑр салтаксене упракан хатӗрсем («леший» ятлӑ ҫиелтен витмелли накидкӑсем, шлем ҫийӗнчен тӑхӑнмаллисем) ҫыхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Ҫийӗнчен вӑл Акатуй тӗлне тӗрлӗ викторина-конкурс ирттерни вырӑнлине те палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Ҫийӗнчен муниципалитетсен ертӳлӗхне асӑрхаттарчӗ: «Ӑҫта тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ — укҫана унта ярӑпӑр. Хӑш-пӗр округ ҫак ӗҫе кирлӗ пек йӗркелеймест тӗк — вӗсене укҫа пани те усӑсӑр».

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Ҫийӗнчен — витререн тӑкнӑ пек ҫумӑр, пӑр…

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Тата Раҫҫейӗн пӗлтӗр хатӗрленӗ тӗрленӗ картти пулӗ — ҫавӑнпа 73. Ҫийӗнчен — Чӑваш Енри муниципалитетсем: кашни округ хӑйӗн тӗрленӗ карттине кӑтартӗ.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar

Кӗҫех кӗлет ҫумӗнчи ҫамрӑксем Сурӑм ҫийӗнчен юлашки пӗлӗт хӳри шуса иртессе ҫеҫ кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫумӑр иртсен, Думитру картишне тухать те пӳрт ҫийӗнчен икӗ тимӗр листи сӗвӗнсе ӳкнине курать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫийӗнчен ҫул тасатакан тракторсем час-часах унта юр тӗртсе хӑвараҫҫӗ - ниепле те иртеймӗн.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Вӑрман ҫийӗнчен хӗвел хӗрелсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫийӗнчен тата ун пек произведенисем вулакансен кӑмӑлне тивӗҫтерейместчӗҫ, мӗншӗн тесен унта машина шавӗ кӑна илтӗнсе тӑратчӗ, рабочин кулленхи пурнӑҫӗ, интересӗсем, кӑмӑл туйӑмӗ вара ытлах курӑнмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫийӗнчен мӗн чухлӗ укҫа паратӑн?

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр кӑларса йӗркерен Пулас пурнӑҫ ҫийӗнчен Юр сӑввинчен пӗлеҫҫӗ, Пӗлмесен те пуплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Иккӗлле ҫивӗтленӗ ҫӳҫне пӗр ҫивӗт туса хыҫалалла пуҫтарчӗ, ҫийӗнчен виҫ кӗтеслӗ пӗчӗк шурӑ тутӑр ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Парӑмсене государство хӑй сапларӗ, ҫийӗнчен пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑрнар вӑрманӗ ҫийӗнчен катӑк уйӑх ҫутатать, тухӑҫа вӑл самаях шупкалатса янӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫийӗнчен тытса хопаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун пекех хӑравҫӑ ан пул-ха, Иливан, — вӗрентрӗ тата ҫийӗнчен хӗр ача.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Салтыков воевода ҫийӗнчен хывса илнӗ ҫар тумтирӗпе ун ылтӑн тыткӑҫлӑ хӗҫҫи пӑлхавҫӑсене нумай калаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех