Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫемьеллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫемьеллӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ кил-ҫуртлӑ, ҫемьеллӗ ҫын ӗнтӗ, вӑл, ӗлӗкхи пекех — хусах каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене килчӗҫ. Паянхи кун телейлӗ тетӗп эпӗ хама — ачасем ырӑ-сывӑ ӳссе ҫитӗнчӗҫ, пурте ҫемьеллӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнаҫҫӗ, ачасемпе мӑнуксем килсех ҫӳреҫҫӗ, ырлӑхра пурӑнатпӑр халь», — тет Кӗҫени аппа, савӑнӑҫ куҫҫульне шӑлса.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Каникула хусаххӑн килнӗскер, института ҫемьеллӗ ҫын пулса таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Мӗн тупрӗ-ши ҫӑварӗ хупӑна пӗлмен ҫынра, ҫемьеллӗ арҫынра?..

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Клава та, Маюк пекех, — ҫемьеллӗ, ача-пӑчаллӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Белянская — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, Данил Макарович вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫемьеллӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Кашниех хӑйӗн вырӑнне тупнӑ, ҫемьеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Пур ӗҫе те пултаракан, ӑсталӑхӗпе яла тӗлӗнтерекен Павӑл мӗншӗн ҫемьеллӗ пурнӑҫ тума, хӑйне те, ҫынна та телей кӳме пӗлеймерӗ?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Юратнӑ ҫынпа ҫемьеллӗ пурнӑҫ та яш чухнехи пекех илемлӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ашшӗ вӑрҫӑра вилчӗ — ашшӗсӗр ӳсрӗ, ҫемье чӑмӑртарӗ — ҫемьеллӗ пурнӑҫра телей пулаймарӗ», — тет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Анюк сӑмахӗсене пӗтӗмӗшпех ӗненетӗп пулсан та, Ҫтаппан кӑмӑлне лайӑх пӗлсен те, вӑл, Анюк, тӑван килӗнчен тухса кайса кунта, пысӑк ҫемьеллӗ ҫын патӗнче, пурӑннине ӑнлансах ҫитерейместӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кил хуҫисен пурӗ ултӑ ача: аслисем — виҫӗ ывӑл — Шупашкарти университетран вӗренсе тухнӑ та тӗрлӗ ҫӗре ӗҫлеме кайнӑ, авланса ҫемьеллӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах телейлӗ-и вӑл ҫемьеллӗ пурнӑҫпа — ҫакӑн ҫинчен ҫамрӑк хӗрарӑм тепле майпа шухӑшласах кайманччӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ун чухне вӗт-шакӑр пулнисем халь — кӗрнеклӗ йӗкӗтсем, ун чухнехи йӗкӗтсем — ҫемьеллӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫемьеллӗ пурнӑҫӗ ӑнмарӗ пулас унӑн, — терӗ Татьяна Архиповна.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫапла пуҫланчӗ Павӑлпа Ленӑн халӑх шутлӑ, йӗркеллӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хам юратни ҫемьеллӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӑҫал ҫирӗм ҫичче ҫитрӗм ӗнтӗ, ҫемьеллӗ пурнӑҫ тума вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗнӗ ГЭС пулмалли вырӑна пырса ҫитсен, гидростроитель уҫӑ пӗлӗт айӗнче е палаткӑра вырӑнти климатпа «паллашать», унтан, ҫӗнӗ хула, пысӑк ҫуртсем ӳссе ларсан, ҫемьеллӗ, кӳршӗ-аршӑллӑ пурнӑҫ ырлӑхне туйса илет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫамрӑк чухне хам тиркенӗ хӗрсем, арӑмсем пурте ҫемьеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех