Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятна каласан куҫӑхасран хӑратӑр-им?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗрхенеп эп сана, Нимӗнрен те ытла аслӑлап сан ятна!

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫывӑрма выртсан та, ирхине тӑрсан та, сан ятна аса илетӗп, сӑнна куҫ умӗнче тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ме, вуласа савӑн, хӑв ятна хаҫата кӑларнишӗн хӗпӗрте пӗрре! — хаҫат персе пачӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

— Тӗрӗс, — ача пек хӗпӗртерӗ Никифор Захарович, — эпӗ те леш хире юлнӑ 20 гектар кӑшман пирки ялхуҫалӑх управленине ҫырса сан ятна ямӑп.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Юлашки хут куҫа хупма выртсан та Эп пӑшӑлтатӑп шӑппӑн сан ятна!

Куҫарса пулӑш

Каварлӑ уйрӑлу // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 66 с.

Эсӗ ялта чи таса, чи сӑваплӑ, никампа та ятна яман хӗрарӑм иккенне лайӑх пӗлетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑвапуна та хамах татнӑ, ятна та эпех хунӑ…

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпир сан ятна. кунне ҫӗр хут, пин хут асӑнатпӑр, пирӗн сар хӗвелӗмӗр Сююнбике.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятна маннӑ, тӑванӑм…

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан ырӑ ятна эпир нихҫан та манмӑпӑр, тӑванӑм.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асту, асӑрхануллӑрах пул, сан ятна Горбатый-Шуйский Янчурапа Элӗк ячӗсем хыҫҫӑн асӑнать тет.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ан та ыйт, Шах-Чура ывӑлӗ… ятна пӗлместӗп вара.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятна пӗлме юрать-и?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чарсах ыйтать: «Эс кам пулатӑн-ха? Темскер, сан ятна астуса юлаймарӑм», — тет.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тахҫантанпах пӗлетӗп эпӗ сан ятна, Агнис…

— Давно я знаю твое имя, Агнисия…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Тинех тупрӑм иккен сана, ятна та пӗлтӗм, Агнис! — терӗ вӑл шӑппӑн хӑй ӑшӗнче, сӑн ӳкерчӗкӗ ҫинчен куҫ илмесӗр.

Наконец-то я нашел тебя, узнал твое имя, Агнисия! — шепнул он про себя, не спуская глаз с фотографии.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ырӑпа ҫеҫ асӑнатпӑр Сан ятна, Якку пичче!

Куҫарса пулӑш

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Темиҫе кун пӗрле утса та эпӗ сан ятна ӑйтма вӑтантӑм.

Уж сколько дней бок о бок идем, а как зовут — спросить не смею.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сан ятна ыйтса пӗлчӗ.

Имя твое спросил.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех