Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятларӗ (тĕпĕ: ятла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятларӗ, хытӑ ятларӗ, — тунмарӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑшра каччӑ хӑйне ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астрахане каякан элчӗсене ӑсатса таврӑнсан Усеин-Сеит ӑна хӑйӗн патне чӗнсе кӗртрӗ те юнашар лартса тӑван ывӑлне ятланӑ пек ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл вырӑссене вӑрҫнинчен ытларах ӑшра хӑйне ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫсӗр аптраса ҫӳренине пула кайӑк йӑвисене ҫӗмӗрекен, кайӑксене чулпа-мӗнпе персе амантакан ачасене хытӑ ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

— Шӗпӗн, — ҫак самантрах ывӑлне те ятларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑл ҫырӑва Алимпие пама васканӑшӑн хӑйне хӑй ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

«Ухмахӑм, мелке пуҫ, хамран юлмасть иккен. Ма каларӑм эп ҫын панче ӗҫленисем, мӑшӑрӑм пуррисем-мӗнсем ҫинчен? Тьфу та ҫав», — ятларӗ Янтул хӑйне.

И снова пожалел Яндул о сказанном. «Вот, дурень, и зачем я все это выболтал? Тьфу, голова мякинная!»

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑва ҫине ӗнер кайманшӑн ятларӗ Янтула.

Он попенял Яндулу за то, что тот не пришел вчера на кладбище.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ан ухмахланӑр, Михала пиччене ахаль тытса ан тӑрӑр, — ятларӗ вӗсене тӑлӑх арӑм Марине.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунпа пӗрле хӑйне хӑй ятларӗ: ҫав ҫӗлене алманчӑ туса хунӑ вӗт-ха ӗлӗк мӑрса, ӑна пуйма, хӑйне хирӗҫ вӑй пуҫтарма пулӑшнӑ!

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хытӑ ятларӗ ӑна пысӑк карачи Хусан мӑрсисемпе княҫӗсем умӗнче!

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах Пинеҫ упӑшкине те ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Альтук инке ним тӑвайман енне аллисемпе хӑлаҫланса хӗрӗсене тем те пӗр каласа ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шухӑшӗсемпе арпашӑннӑ Эсборн хӑйне те, Алисӑна та ятларӗ, чун-чӗри варринчен ӑнтӑлса тухакан вӑрттӑн ҫак вӑя, йӗркеллӗ мӗнле те пулин япала тума татӑклӑн хирӗҫлекенскере, пӗр вӗҫӗм пӑхӑнса тӑчӗ.

Сбитый в мыслях, он возмутился против себя и против нее, все время повинуясь этой достигшей теперь болезненной остроты тайной центробежной силе, отдалявшей какое-либо нормальное решение.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Сӗннӗ, анчах йышӑнман ҫыхха салтнӑ май вӑл Кӑвак Тӑвансене чарӑнми ятларӗ, капитана, вӑл лекнӗ лару-тӑрӑва кура, кӑнса выртнӑ тинӗс сыснипе, ӑсран тайӑлнӑ кӑвасакпа т.ыт. танлаштарчӗ.

Развязывая отвергнутый узелок, он не переставал бранить Голубых Братьев и называть капитана приличными случаю именами, вроде дохлой морской свиньи, сумасшедшего кисляя и т.д.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

«Эй, хӗрарӑм, — хӑйне хӑй ятларӗ вӑл, — упӑшка ҫинчен ӗмӗтленен ху ҫаплах, анчах хӑш арҫын пурӑнтӑр санпа, тулӑксӑрскерпе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ырларӗ те, ятларӗ те Хӗлимун хӑнне хӑй, хӑпартланчӗ те, ӳкӗнчӗ те…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Анчах усӑсӑр ӗмӗт-шухӑш кӑна-ҫке ку, пач усӑсӑр! — ятларӗ хӑйне Крапивин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳрех пӗлтерем: питӗ хытӑ ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех