Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑшӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс-паттӑр ӑна хӑваласа янӑшӑн савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хирӗҫ хӑйне ҫутӑлтарса янӑшӑн хуҫа арӑмӗ ятласа тӑкрӗ тет пӗррехинче.

А когда получал сдачи, мамаша яростно бросалась на его защиту:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тавах сана мана ҫапла савӑнтарса кӑларса янӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хусан ку ҫӗр-шыва хӑй тытса тӑрайми пулчӗ, халӗ вӑл ӑна Сафа-Гирее ҫӑлса хӑварнӑшӑн, Мускав лартнӑ хана Хусантан хӑваласа янӑшӑн ирӗксӗрех нухайсене парать.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫийӗнчех тавӑрмаллаччӗ Сахиб-Гирее вырӑссем лартнӑ хана хӑваласа янӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Танук-нойон темле шуйттан мӗлкисем ҫинчен сӳпӗлтетсе вӑхӑта сая янӑшӑн ырламасть пулсан та ҫак халапа тӗрлӗрен каланине хӑй те илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл ҫав-ҫавах ӑнланмарӗ-ха: савӑнать-и Булат Ширин Шигалее хӑваласа янӑшӑн е хурланать, килӗштерсе пурӑнма шутлать-и вӑл ҫӗнӗ ханпа е ун умӗнче ахаль ҫеҫ йӑпӑлтатать?

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет хӑйне Чалӑма кӑларса янӑшӑн ӑшра Тукай мӑрсана тав тӑвать.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мана тӗрӗс ӑнлан эсӗ, Аппак эфенди, — хӑй ытлашши персе янӑшӑн ӳкӗнсе илчӗ Булат Ширин.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тавах мана Хусана шанса янӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйнеччӗ чӗн пушӑ, вулама-ҫырма пӗлмен Евлен пеккисене каторгӑна янӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Манӑн мӗскӗн ассиҫӗм, Мори, эпӗ сан патна ҫыру янӑшӑн савӑнатӑп, кӗҫех ак санӑн вӗчӗхӳллӗ, пӑлханчӑк питне куратӑп».

 — Бедный мой урод, Мори, я рада, что послала тебе записку и скоро увижу твою истерическую, мятежную мордочку».

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Калаҫу малтанхи шая ҫӗкленнӗшӗн, ҫапла майпа унта Детрей хутшӑнассине сирсе янӑшӑн, — ара, ӑна авалхи кӑнттам профессишӗн айӑпламалла, — кӑмӑллӑ Ева пӳлӗмрен тухрӗ, Гаренн вара туслӑх пирки тата темиҫе сӑмах каларӗ, унӑн шухӑшӗпе — вӑл туслӑх хитре йӗркесӗрлӗх иккенне ҫителӗклех ҫирӗплетсе пачӗ.

Довольная, что разговор поднялся на прежнюю высоту, тем отстраняя участие в нем Детрея, которого следовало наказать за его грубую, архаическую профессию, Ева ушла, а Гаренн сделал еще несколько замечаний о дружбе, доказывающих его мнение о ней как о красивой ненормальности.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тарӑхнипе ытлашширех персе ятӑм ахӑр, кирлӗ мар персе янӑшӑн мана каҫарма ыйтатӑн; алӑка тӗллесе кӑтартрӑм та хам тӳрех кунтан кайрӑм, мӗншӗн тесен ҫапларах шухӑшларӑм: енчен те мана шӑнкӑравлатӑн тӑк — пӗлех эппин: эпӗ алӑк умӗнче йытӑ пек вӗлтӗртеттерсе тӑмастӑп, хамӑн ӗҫӗмсемпе ҫӳретӗп.

В сердцах я наговорила лишнее и прошу меня извинить, если не так сказала, только показала на дверь, а сама скорее ушла, потому что, думаю, если ты меня позвонишь, так знай же, что я не вертелась у двери, как собака, а была по своим делам.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Шӑпах та акӑ мӗншӗн: эсир мана, Тинг, ирӗке янӑшӑн.

— И именно потому, что я говорю так, вы, Тинг, освободите меня.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Ӑна кӑларса янӑшӑн хӑрамастӑр-и?

Вы не боитесь, что отпустили его?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Калюкова вӑл аппӑшне нушалантарнӑшӑн тата хӑйсен ятне те янӑшӑн чӑнласах кураймасть, Санюк ҫавна мӗншӗн качча кайрӗ-ши тесе ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паҫӑрхи хӗрарӑм чей илсе пырса пачӗ, каллех Пашкӑна ҫӑкӑр ҫисе янӑшӑн вӑрҫса хӑварчӗ; тепӗр хут фельдшер килсе Михайлона вӑратма тӑчӗ.

Сиделка принесла чай и побранила Пашку за то, что он не оставил себе хлеба к чаю; приходил еще раз фельдшер и принимался будить Михайлу.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Лешӗ ман ҫинчен, ку пӗр уйӑх та пурӑнаяс ҫук тесе, май килнӗ чух мана алӑран ӑсатса янӑшӑн хӗпӗртесе кайрӗ.

Мой хозяин очень обрадовался случаю отделаться от меня, так как боялся, что я не проживу и месяца.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав «патриотсем» йывӑрлӑхсем ҫинчен калаҫнӑ хушӑрах таптаннӑ тырпулшӑн тӳлеме, Мускав ҫуннӑ вӑхӑтра вӗҫсе кайнӑ шанчӑкӗсемшӗн укҫа тӳлеме, вӗлернӗ крепостнойсемшӗн, тӑватӑ кӑкшӑм хӑйма тӑкса янӑшӑн, турӑшсем ҫинчи кӗмӗлшӗн, Мускавран тарнӑ чухне ҫухатнӑ чӑлхасемпе кӗпесемшӗн тӳлеме ыйтнӑ.

Эти «патриоты» говорили о жертвах и требовали возместить убытки за вытоптанный урожай и за разлетевшихся при пожаре Москвы канареек, за убитых крепостных и разбитые четыре кувшина сливок, за серебряные оклады с икон и пропавшие при бегстве из Москвы чулки и шемизетки.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех