Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑччӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗнер, каҫ, васканипе калаҫаймарӑм, асаттепе асанне нумай ан ҫӳре тесе каласа янӑччӗ!

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Ҫӳллӗччӗ вӑл, типшӗмрех питлӗ, кӗске ҫанӑллӑ сар кӗпепе, хӑмӑр карттуспа, хура брюкипе, пиншакне хывса аллинчен уртса янӑччӗ

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ачасен ҫуртӗнче пурӑннӑ чух 2 — 3 хутчен те килне ҫыру янӑччӗ, анчах ответ пулман.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Практикӑра ӗҫлесе пурӑннӑ вӑхӑтра хӗр ячӗпе Моляков виҫӗ-тӑватӑ хут та ҫырса янӑччӗ, анчах Ира пачах хуравламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫирӗм ҫынпа вӗсене Атӑл енчи ҫулсене пӑхма, тӑшман килнипе килменнине тӗпчесе пӗлме янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир ҫитнӗ ҫӗре пӗтӗм яла ҫӗмӗрсе ҫунтарса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫавал шывӗ Атӑла кӗрекен ҫӗрте патша салтакӗсем пӗр пысӑк чӑваш ялне ним юлми ҫунтарса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тахҫан вӑл ҫав усалӑн суранне ҫыхса янӑччӗ, шелленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савкилтан сывӑ юлнӑ тусӗсене пурне те Пӑкачав Хусана кӗмесӗрех Атӑлӑн сылтӑм енне каҫма, унти халӑха кӗрешӗве ҫӗклеме хушса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун аллине Укаслу хӑй тутӑрӗпе ҫыхса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнине Ҫтаппан мучи, сӗт-турӑхран услам укҫипе пускилсенчен туяннипех ҫырлахӑнма тӗв тытса, Анук вербовкӑпа тухса кайсанах сутса янӑччӗ, каярахпа вара сысна та, сурӑх та ватлӑх ҫӗнейми хӗнлӗхе ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

— Амаҫури анне ача чухнех ҫакса янӑччӗ те, — типпӗнрех таткаласа кӑларчӗ вӑл варарахпа.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак ӗҫе тума чи тӗреклӗрех ҫамрӑксене янӑччӗ.

На эту работу были поставлены самые здоровые парни.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Астӑватӑп-ха, пӗр уйӑх каялла эсӗ мана хӑрахшар калуш парса янӑччӗ!..

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Вара ҫав пуҫтах пуҫ хӑйӗн татӑк хӳрипе (хӳрине унӑнне хӑй кӑмака ҫинче харлаттарса ҫывӑрнӑ чух шӑшисем ҫисе янӑччӗ)… татӑк хӳрипе пӗррех капана ҫапать те тӳрех лаххана чӑмтарать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑн та, Макар яланах арӑмне пулӑшма хатӗр, анчах ӑна пӗр ӗҫ те хушмалли ҫук: кӗпе ҫума хушсан — вӑл, вӑйлӑскер, кӗпе ҫӗтӗлсе кайичченех ҫӑвать; яшка пӗҫерме хушсан — астумасӑр икӗ хутчен тӑвар ярать, пӗррехинче вӑл кастрюле тӑвар вырӑнне пӗр кашӑк сахӑр янӑччӗ; пасара хӑйне пӗччен ярсан — мӗн те пулин юрӑхсӑр япала туянать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сахӑр мар, Софрон Михалч, кӑштах пыл янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Амӑшӗ ӑна пирӗн пата тӑвар ыйтма янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн аттене ҫав яла шкул директорӗ туса янӑччӗ те, манӑн та унта пӗрремӗшпе иккӗмӗш классенче вӗренме тӳр килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Тепӗр усламҫи чӑмӑрне сулса янӑччӗ кӑна, Ҫтаппан ӑна ура пуҫӗпе тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех