Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юпасем (тĕпĕ: юпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫӗ ӑшӑ тӑратчӗ, сывлӑшра ҫӑмӑл юр пӗрчисем вӗҫкелеҫҫӗ, юпасем ҫинчи электричество ламписем патӗнче вӗсем шурӑ лӗпӗшсем евӗр курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чӑнах та ҫав чул юпасем ҫынсене сиплӗх кӳреҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вилтӑприйӗсем ҫине пысӑк чул юпасем лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вилес умӗн вӗсем хӑйсен вилтӑпри ҫине чул юпасем лартма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрисем электролини валли шӑтӑксем алтрӗҫ, теприсем тракторпа юпасем турттарчӗҫ, виҫсӗмӗшӗсем ҫав юпасене тимӗр-бетонран тунӑ кӗскерех юпасемпе пӗрлештерсе ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

— Ку мӗнле юпасем? — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тусан-пӑсан, чалӑш-тӗлӗш юпасем, ҫӗрӗк хӑма таткисем, курӑк-марӑк ланчашкисем, хут ленчӗрккисем, вак-тӗвек вут хӑйпӑкӗсем, йывӑҫ хуйӑрӑн вакланчӑкӗсем, пуш кӗленчесем, ытти кӑштра кӑнӑш-канӑш…

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кунта вӑл рабочисен ятарлӑ ушкӑнӗнче Молдавири виноград плантацийӗсем валли ҫамрӑк, купчашка хыр вулисенчен юпасем хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӗтел тума нумай вӑхӑт кирлӗ-и, тӑватӑ хӑмана касса пӑсмасӑрах пӗр-пӗрин ҫумне ҫапса лартрӗҫ те юпасем ҫине вырнаҫтарчӗҫ, хӗррисене ҫавӑн пек хӑмасенченех саксем хурса майлаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйӑр утти ҫине строительсем малтанхи юпасене ҫапрӗҫ, ҫав юпасем утрав яланлӑхах ҫыранпа пӗрлешмелли ҫула — анатри пӗве пулмалли вырӑна паллӑ туса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫыр хӗррипе унта та кунта йывӑр сейфсене аса илтерекен тимӗр шкафсем курӑнаҫҫӗ, юпасем ҫумне кимӗсене сӑнчӑрсемпе кӑкарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫӗре чавса лартнӑ йывӑҫ юпасем, пур ҫӗрте те тутӑхнӑ пӑралук… пӑралук… пӑралук…

Столбы, вкопанные в землю, ржавая проволока… проволока… проволока…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Горовиц йышши ҫынсем эксплуататорсен капитализмла тӗнчине тӗкӗлесе тӑракан юпасем!

Это столбы, поддерживающие здание капиталистического мира эксплуататоров, топорища!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Подвал алӑкӗ патӗнче вӗсем юпасем пек хытса тӑчӗҫ.

Как остолбенелые, остановились они в дверях подвала.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах ҫак самантра вӑл йӗри-тавра чул юпасем пек хытса тӑнӑ вӗренекенсене асӑрхарӗ.

Но тут взгляд его упал на учеников, которые застыли вокруг, словно каменные изваяния.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Карта хыҫӗнче шӑкӑрах юпасем лартса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ишӗлмесӗр юлнӑ кӑмакасем хура мӑрйисене пӗлӗтелле кӑнтарса лараҫҫӗ, пур ҫӗрте те ҫунса кӑмрӑкланнӑ юпасем, пӳртсемпе хуралтӑсен ишӗлчӗкӗсем, ҫулҫисем ӗнсе сарӑхнӑ йывӑҫсем…

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ялан виҫеҫҫӗ, темле юпасем лартаҫҫӗ, тем ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта-кунта ҫӗрӗк юпасем, йӑванса ҫӗрме пуҫланӑ картасем тӗл пулкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Твиккапа Квикка малтанхи кунсенче Палюк мучи пынӑ чух, хӑраса, юпасем ҫинчен йывӑҫсем ҫине улӑхса ларатчӗҫ, ашне кайран, Палюк мучи кайсан, анса ҫиетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех