Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юнашарти (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта, юнашарти аран-аран тытӑнкаласа тӑракан кивӗ сӗтел ҫинче, виҫӗ четвӗрт эрех ларать.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр пуҫлӑхӗ те ҫавӑн пекех йышӑнчӗ вӗсене, унтан юнашарти пӳлӗме хӑваласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сирӗн пата вырӑс ялӗ куҫса килчӗ — юнашарти ялсен ҫӗрне касас пулать.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан юнашарти Кив Тукайран хӑйӗн кӗрӳшне Магмет Беззубова тата Нухрата чӗнтерчӗ, тӗкӗрҫӗсене темиҫе киле вырнаҫтарса апатлантарма, лашасене ӑшӑ витесене хупса сӗлӗ пама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак уяв, ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн 2017 ҫулхи указӗпе туса хунӑ, Чӑваш Республикинче кӑна хӑйсемшӗн пайта шырамасӑр ырӑ тӑвакан тата юнашарти ҫынсене чун хушнипе пулӑшакан 67 пин ытла ҫынна пӗрлештерет.

Этот праздник, учрежденный в 2017 году указом Президента Российской Федерации Владимира Владимировича Путина, только в Чувашской Республике объединяет свыше 67 тысяч человек, бескорыстно делающих добро и помогающих ближним.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Лере, куҫа курӑнман юнашарти пӳлӗмре, каллех нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ҫӗҫҫи ҫивӗччӗшне чӗрӗ хӑва хулли ӑшне ҫӑмӑллӑн кӗрте-кӗрте ярса тата юнашарти ҫынсем калаҫнине итлесе, ӗнерхи пухӑва аса илет.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юнашарти ҫынсем пирки ан манӑр.

Не забывайте о людях, которые рядом.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл ҫитнӗ ҫӗре кунта пилӗк киле вут хыпнӑччӗ ӗнтӗ, ҫынсем юнашарти килсене ҫӑлас тесе вӗсен ҫи виттийӗсене сӗветчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗччен Арӑслансем юнашарти ҫынсене тӗлӗнтерме пултарӗҫ.

Одинокие Львы смогут произвести неизгладимое впечатление на тех, кто случайно окажется рядом.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытлашши нумая ан хапсӑнӑр, юнашарти ҫынсен кӑмӑлне шута илӗр.

Не желайте слишком многого и учитывайте интерес тех, кто находится рядом.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юнашарти арҫынсене санӑр.

Приглядитесь к мужчинам, которые находятся рядом.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Любовь Ивановна, ватӑ акушерка, амбулаторипе юнашарти йывӑҫ ҫуртра пурӑнать, Ефремов валли хатӗрленӗ хваттерпе юнашар.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӗнерпуҫӗнче пӑлхавҫӑсем алхаснӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне Мясников Кутемерте халӑх пуҫтарма шутланӑччӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен унӑн юнашарти яла тухса каймалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун сассине илтсе пулӗ, юнашарти йытӑ та ӳлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сасартӑк юнашарти хваттертен стенана чышкӑпа кӗмсӗртеттерни илтӗнсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Крыльцапа юнашарти кантӑкра хӑй ҫути пур.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Типографи япалисене станци сарайне куҫарса вырнаҫтарсан, Максимовпа Эльгеев юнашарти яла лав шырама кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара япалисене комендатурӑра хӑварчӗҫ те вӗсем юнашарти яла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑшӑнмалла тенӗ пек, юнашарти яла кайса килер-и?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех