Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яхта кӳлепи ҫине ӑнтӑлуллӑ сӗртӗнӳсем сапакан шыв юххин шавӗ; ҫӳлте урасем тӗпӗртетни; урӑх тӗнчерен вӗҫсе килнӗн туйӑнакан уҫӑмсӑр кӑшкӑру; алӑк хӑлӑпӗн чӗтревӗ; мачтӑсен юлхав чӗриклетӗвӗ; ҫил улавӗ; парӑс вӗлкӗшӗвӗ; стенаран ҫакнӑ календарь ташши — карап ҫинчи кунӑн пӗтӗм кӗвви-ҫемми; хаяр тимлӗхпе тулнӑ шӑплӑх саманчӗсем, тинӗс ҫул ҫыравӗсен фантазие, паттӑр ӗҫсемпе хӑрушлӑхсене, савӑнӑҫпа катастрофӑсене чӗртсе тӑратакан океанӑн тӗрӗс мар хӑтлӑхӗ — кӑмӑла хускатакан ҫак япаласен капламӗ Гнора чаплӑ лару-тӑрура пӗр пилӗк минут пек тытрӗ; вӑл ури ҫине тӑрасшӑнччӗ, палуба ҫине тухасшӑнччӗ, анчах, иллюминатор ҫинче пӑтранчӑк шӗвеке куҫса юхакан шыв сирпӗнчӗкӗсен вӑййине сӑнанӑ май, малтанхи пирки тӳрех манса кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ах, епле юлхав ачасем эсир!
Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.
— Сан аппу япӑх ҫын, пӑрусене сутса ячӗ, ӗҫре те юлхав.— Что сестра у тебя плохая, телят продала, и на работе ленится.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Эсир пӗлӳсӗрлӗх, юлхав тата усал кӑлтӑксем час-часах закон кӑларакансен пит те усӑллӑ енӗсем пулса тӑнине кӑтартса патӑр; кам законсене ытларах пӑсма, пӑтраштарма, вӗсенчен тӗрлӗ майпа пӑрӑнма пултарать тата ҫапла тӑвасшӑн ытларах тӑрӑшать, законсене ҫавсем ытларах ӑнлантарса пама, пӗлтерӗшӗсене тӗпчесе кӑтартма, пурнӑҫа кӗртме пултараҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Юлхав йытӑсем ҫеҫ, ыйхӑллӑ пуҫӗсене малти урисем ҫине хурса, тусан ҫинче выртнӑ.Только ленивые собаки лежали в пыли, положив на лапы сонные морды.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
«Вӑрманта кайӑк-кӗшӗк ҫук, арӑслана юлхав пусрӗ, — шухӑшлать тилӗ.
Арӑсланпа чее тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Унӑн ывӑлӗ — юлхав та ленчешке ҫын мар (ҫав ленчешке ҫамрӑк ҫынсене Антонов тӗп хуласенче те, ытти хуласенче те, хӑй ертсе пыракан стройкӑра та ҫителӗклех курнӑ).
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫур кун кӑмака ҫинче выртнӑ кичем те юлхав йӗкӗтрен нимӗн те юлмарӗ.В нём уже ничего не осталось от скучающего парня, полдня пролежавшего на печи.
«Эпӗ — Чапаев!» // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Юлхав карчӑк пулнӑ вӑл, нимле ӗҫ те пула пӗлмен ун аллинче.Ленивая была старуха, и как-то всякое дело валилось у нее из рук.
I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ҫав-ҫавах вӑл васкамасӑр хӑтланкалать, анчах ӑна юлхав е ыйхӑлать тесе калаймӑн.Он остался таким же неторопливым, но ни сонным, ни ленивым его не назовешь.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Кӑкри ҫинче кӗпи тӳмисене вӗҫертсе янӑ, унтан ылтӑн тӗслӗ ҫӑм пусса илнӗ шурӑ ӳчӗ курӑнать; ҫирӗп, яштака та ҫаврӑнӑҫуллӑ ӳт-пӗвӗ унӑн темле йӑваш та юлхав тискер кайӑка аса илтерет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чернораменье таврашӗнчи чӑтлӑх вӑрмантан Путаница ятлӑ пӗчӗк юлхав шыв юхса тухать, сухаласа пӑрахнӑ сӑртлӑхсем хушшипе авкаланса тӑсӑлса хула тӗлне ҫитет те вӑл, хулана пӗрешкел икӗ пая уйӑрать: пӗри Шихан — унта чи лайӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, тепри — Заречье, кунта вара этем тӗшне те тӑман мещенсем хӗсӗнкелесе пурӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ, сӑмахлама юратман ҫав чӗмсӗр ҫын Кэттишӗн, халӗ ун арки ҫинче выртакан Пашт ятлӑ юлхав хура кушак пекех, пӗр ҫемьери ҫын пек пулса тӑнӑ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ку ӗнтӗ, ӗне евӗрлӗ тени пулать, — юлхав, ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫын, ӗҫлес вырӑнне, ӗне пек, хӑяккӑн выртакан ҫын тени пулать.
III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Аслӑ ывӑлӗ те питӗ чарусӑр пулнӑ, пуринпе те ҫапӑҫнӑ, анчах, хӑйне поселокри юлташӗсем час-часах хӗнесе ярсан та, вӑл нихҫан та никам ҫине те ӳпкелешмен, ку кӗҫӗнни, хӑравҫӑ, юлхав, яланах мӗн те пулин ӗмсе, чӑмласа ҫӳрет.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кивӗ руководство юлхав ӗҫлени, строительствӑна васкаса тума кирлине ӑнланманни пиллӗкмӗш участокри коллектива ӗҫлейми туса хучӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Мӗн ҫыпҫӑнатӑр ҫак эсир ман ҫума, ҫывӑрмастӑп эпӗ, — ответлерӗ ӑна ҫинҫе те юлхав сасӑллӑ ҫын л тата р сасспаллисене темӗнле, кӑмӑла килмелле селӗпрех калаканскер.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Гитлеровецсем вӗсем ӗҫлес тӗлӗшрен питӗ юлхав.
39 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Шӑнкӑрав янраса шӑнкӑртатӗ, Хурлӑхран ҫӑлӗ ман чунӑма, Тепӗр хут чӗрене вӑл хускатӗ, Сирсе ярӗ юлхав туйӑма.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл япӑхрах куракан, шурӑ ҫӳҫлӗ, куҫлӑхлӑ, юлхав ҫын пулнӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.