Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлса (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сиккимра ҫавӑн пекех Индире тухакан хаҫатсен вырӑнти кӑларӑмӗсем тухаҫҫӗ, сӑмахран «The Statesman», «The Telegraph» (Силигуринче пичетленеҫҫӗ), «The Hindu» тата «The Times of India» (Калькуттӑра пичетленеҫҫӗ, Сиккима пӗр кун кая юлса ҫитереҫҫӗ).

В Сиккиме также выходят региональные издания общеиндийских газет, таких как «The Statesman» и «The Telegraph» (печатаются в Силигури), и «The Hindu» и «The Times of India» (печатаются в Калькутте и доставляются в Сикким с опозданием на день).

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Передачӑсен содержанине лайӑхлатасси, вӗсен идейӑпа политикӑллӑ тата художествӑллӑ шайне ҫӗклесси, кӑмӑла каякан тӗрлӗ формӑллӑ радиопрограммӑсем хатӗрлесси совет ҫыннисен культурипе интересӗсем ӳснинчен юлса пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пире акӑ мӗн савӑнтарать паян: литературӑра илемлӗ проза вӑй илчӗ, юлса пынӑ ҫӗртен мала тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах кунта чӑвашра капитализм кая юлса сӑмсаланнипе (Шерккей) тата ҫӗнӗ вӑйсем революцие хатӗрленме тытӑннине ҫеҫ куратпӑр (Тухтар т. ыт.).

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Индустриллӗ (авто- тата машина туса кӑларасси, электротехника, тӗрӗс механика) тата индустриллӗ мар (банк секторӗ, информаци технологийӗ) отрасльсем регионта чылай кая юлса аталанма пуҫланӑ.

Со значительным опозданием в регионе стали развиваться новые индустриальные (авто- и машиностроение, электротехника, точная механика) и неиндустриальные (банковский сектор, информационные технологии) отрасли.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Юлашкинчен ҫапла йышӑнчӗҫ: класра вӗренӳре юлса пыракан, дисциплинӑна пӑсакан ача пулмалла мар, коммунизмла ӗҫлекен бригадӑна практикӑна кайма тивӗҫлӗ пулар.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ырӑ мар пулӗ ӑна юлташӗсенчен юлса ӑсатакансен хушшинче тӑма, анчах Ҫимун хӗрарӑм арки хыҫне пытанса юлмасть вӗт, хӑй ирӗкӗпе те юлмасть вӑл яла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашки вӑхӑтра ӗҫе кая юлса тухни пулман-ха ун, пурне те вӑхӑтлӑ тума хӑнӑхнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Клуб алӑкӗнчен каярах юлса кӗрекенсем те пулчӗҫ, Сантӑркка кая юлса та пулин килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тӗрӗссипе каласан, эпӗ чӗрӗ юлса халь сирӗнпе пӗрле пулни ансӑртран кӑна килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хусана ик-виҫӗ кун кая юлса таврӑнсан та нимех мар.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл юлса мар, Макҫӑм лашине таптаса каяс пек пырать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл каярах юлса таврӑнма пултарасса та ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан вӑл яла, хӑйӗн те кӗрсе тухмаллисем пурччӗ те, чылай кая юлса ҫитрӗ, йӗтем ҫине кӗрсе пӑхмасӑрах киле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Иккӗшӗн те йӑтмалли самаях пулнӑран, вӑрӑм ҫула каякансем пуҫтарӑнмалли вырӑна палӑртнӑ вӑхӑтран каярах юлса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хваттере кая юлса таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Лешӗ малтанхи каҫ ӗҫрен каярах юлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Ӗҫ-пуҫ паянхи хӑвӑртлӑхпа пырсан, ҫурт каркасне хӑҫан туса пӗтерессине шутларӑм та, савӑнмалли нимӗн те ҫуккине ӑнлантӑм: графикран пӗр эрне ытла кая юлса пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку эрнене кӗнеке вулассине, ал ӗҫне халаллӑр, шухӑшӑрсемпе пӗччен юлса малашнехи ӗҫсене палӑртӑр.

Посвятите этот период рукоделию или чтению, останьтесь наедине со своими мыслями и обдумайте дальнейший ход развития событий.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Амисем вунӑ-вуникӗ кун каярах юлса ҫитеҫҫӗ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех