Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылханса (тĕпĕ: ылхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул тӑршшӗпе ҫавсене ылханса пырать.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана ӗнтӗ эпир ылханса кӑна аса илетпӗр, пырса пуҫ ҫапасси ҫинчен тӗлӗкре те шутламастпӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑлхана ылханса каланӑ сӑмахсем ҫитсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ӑшра хӑйпе хӑй туллашса, макӑрса, хӑйне ылханса, таркӑн хупах хуҫин пӳртум алӑкне пырса кӗрслеттерчӗ.

Кляня себя последними словами, беглец решился наконец зайти в кабак. Он сильно забарабанил в дверь.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ху илес тенӗ хӗр темиҫе хут хӑтана пырсан та качча тухма килӗшмесен хӗр ашшӗсен пӳртӗнчен тухнӑ та ылханса алӑк тӑпсине виҫӗ хутчен тапса хӑварнӑ.

Когда к ней несколько раз приходила невеста и отказывалась выходить замуж, она выходила из отцовского дома и трижды пинала дверную петлю проклятием.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑммӑр-шаккӑр ҫӗриччен Асапланӑр йытӑ пек! — Тухса кайрӗҫ ылханса Ашшӗ-амӑш хӑй хӗрне.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Амӑшӗ те ҫавӑнтах Тӑрать йӗрсе, ылханса; Ярать ӑнсӑр ывӑлне Икӗ ҫынна йӑттарса.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ват хурама, ак, тӑнк тӑрать пек, Сӑнать пек вӑрттӑн, пытанса, Таҫта ват ӳхӗ ӳхӗрет пек, Те хурланса, те ылханса.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халӗ унӑн тусанлӑ ҫул ҫинех тӗшӗрӗлсе анас, такама ылханса ӗсӗклесе макӑрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сафа-Гирей Булат Ширина чи усал сӑмахсемпе ылханса вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Альпи Сахвине карчӑка ылханса темӗнччен ҫухӑрашрӗ те лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайса пӑхӑр, халӗ те ылханса ларать пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр-пӗрне ылханса, шӑла ҫыртса кӑшкӑрнисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нукерсем пӑлхарсене нухайккапа сӑтӑрса шыва кӗртсе путарма пуҫласан кӑна, ылханса кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ма ун пекех ылханса тухса кайрӗ вӑл? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсӗ пур — ун ҫинчен шухӑшласа ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑн, кашни утӑмра унпа тӗл пулу шыратӑн, хӑвӑн телейсӗр шӑпуна ылханса шыва сиксе вилме хатӗр, вӑл, ӑшҫунтармӑш, ним пулман пек лӑпкӑн, пӗр сӑмах чӗнмесӗр иртсе каять, куҫ хӳрипе те пӑхса илмест сан ҫине.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак пӗтӗм йӑха вилӗм кӳрекен вырӑна чунтан ылханса Тукай вара кил-ҫуртне урӑх ҫӗре куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хам ывӑла эп хам килтен ылханса кӑларса ятӑм — ҫитӗ пулӗ, тетӗп, унпа та.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уҫӑ кантӑк умӗнче тӑнӑ чух, сасартӑк ывӑлне ылханса кӑларса янине аса илчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сашшана ашшӗ килӗнчен ылханса кӑларса янӑ, теҫҫӗ, мана та аттепе анне ылханччӑр-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех