Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ака пуҫ тытса чылай ывӑнчӗ пулин те чунӗпе канчӗ.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Юлашкинчен Сююнбике явлӑка ҫӳлте тытса ывӑнчӗ пулмалла, тӑраниччен макӑрма хӗрарӑм тарҫӑсен чӗрҫийӗ ҫине тӗшӗрӗлчӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Те сухан ҫини пулӑшрӗ, те ӳслӗк те хуҫи пекех ывӑнчӗ?
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Уру ывӑнчӗ пулӗ».
«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Кунӗпе ӗҫлерӗ вӑл паян, ывӑнчӗ пулӗ, — терӗ Укахви.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Виҫҫӗмӗш кунне вӑхӑт тӑсӑлнӑ пек кӗтсе ывӑнчӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Юлашки кунсенче хытӑ ывӑнчӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кӗтсе ывӑнчӗ пуль мӗскӗн чун сана.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑна тума ӑста вара ват хусах, виҫ кун пӗр чарӑнмасӑр палкасан та ҫитӗ, чӗлхе ывӑнчӗ тесе калас ҫук.
18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫирӗм ҫухрӑм чупнӑ лаша чылаях ывӑнчӗ, лапра тӑрӑх майӗпен ҫеҫ утма тытӑнчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Гервак хытах ывӑнчӗ, анчах ӑна ытарлӑ тӑрӑхлав пулӑшать, ҫавӑнпа та вӑл ахрат хушӑкӑн ҫӑлӑнӑҫ тӗлӗнтермӗшӗ асне килнӗ май йӗкӗлтевлӗн вӗчӗрхенет, унӑн виҫевӗнчен килмен мӗн пур япаларан чалӑш кулӑпа хӳтӗленет.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Дэзи — шалти тӗнчипе яланах тулли пуянскер тата пӑхсан хӑюллӑ курӑнсан та ҫав тери именекенскер; ҫынсен хушшинче сехечӗ-сехечӗпе пусӑрӑнса ларасси, ҫынсене йышӑнасси уншӑн — чӗр нуша, ҫавӑнпа та вӑл вӗресе тӑракан обществӑллӑ центрсенчен — Парижран, Лондонран, Миланран, Римран — питӗ хӑвӑрт ывӑнчӗ, хӑй каланӑ тӑрӑх — вӑхӑта ахалех ҫухатать-мӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Юлашкинчен ларса ывӑнчӗ, урисене ылмаштарни те ӗшентерет, шухӑшлас килмест.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакна валли вӑй кирлӗ; Гоан кӗҫех лаштӑрах ывӑнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Тепӗр тесен, сӑмах калама вӑхӑт, халӑх, авӑ, кӗтсе ывӑнчӗ те каллех шавла пуҫларӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сутуҫӑ кӗтсе ывӑнчӗ те — хӑй пуррине пусма татӑкне ҫатӑртаттарса ҫурнипе аса илтерчӗ.Устав ждать, торговец напомнил о себе треском оторванного куска материи.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тоня икӗпитленсе ывӑнчӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Килте ларса ывӑнчӗ те пулӗ мӑшӑру.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Паян вӑл, тен, унчченхинчен ытларах ывӑнчӗ пулӗ, е, Анна Николаевнӑна тӗл пулнӑ хыҫҫӑн, килтисем лайӑх йышӑнни паян уйрӑмах савӑнтарать?
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анне сехет кӑларчӗ те: — Виҫӗ сехет ҫитнӗ те. Епле эпир инҫете кӗнӗ иккен. Ача ывӑнчӗ, — терӗ.Мама достала часы и говорит: — Уже три часа. В какую мы даль зашли! Ребёнок устал.
Шурлӑх // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.