Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтӑка (тĕпĕ: шӑтӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫти шӑтӑка кӗрсе каяс-ши?»

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула таҫти шӑтӑка кӗрсе ҫухалнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫӗр общинин уполномоченнӑйне суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана, урай хӑми ҫӗмерӗлсе, тӗпсӗр шӑтӑка ярӑнассӑнах туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗри пӑр катӑлнӑ шӑтӑка чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Улька кӗҫӗн ывӑлӗн тупӑкне шӑтӑка янӑ чухне татах тӑнне ҫухатнӑ та эрнерен ҫеҫ вай илнӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Путекки — шӑтӑка хупласа хураканӑн.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Амӑшӗ, ӑна хӑварса, каллех шӑтӑка васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Шӑтӑка тасатнӑ май, алӑсене чӗрмелесе-ыраттарса пӗтертӗм: вӗтӗ-вӗтӗ тумламӑн юн сӑрхӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Йытӑ кӗмелӗх шӑтӑка улмуҫҫи те шӑлан туратти, ама кикен тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Утнӑ май тӗпсӗр шӑтӑка чӑмнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫав ҫул ҫинчи тӗпсӗр шӑтӑка ярӑнасран сехӗрленетӗн.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анкартинчи шӑтӑка пытарнӑ япаласене Степновӑн каллех пӳрте йӑтмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Степнов арӑмӗпе пӳртрен хӗрсех япала-тупра тултать, анкарти варрине ҫӗклет, пысӑк шӑтӑка тултарать.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Икӗ пӗчӗк чӳрече, пылчӑкпа пӗтӗмпех вараланса ларнӑскерсем, кунсӑр пуҫне тата решетке карнӑскерсем, кӑнтӑрла та ҫутӑ питӗ сахал параҫҫӗ, ҫӗрле пӳлӗм вилӗ тӗттӗм шӑтӑка куҫать.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни шӑтӑка юпа лартрӗҫ, вӗсен тӑррисене ывӑлӗсен карттусӗсене тӑхӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑтӑка ҫутӑ сапрӗ — ҫутӑлнӑ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урасем хытта перӗнчӗҫ: шӑтӑка юр тултарса шӑлса лартнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Булавка вӗҫӗнчен 73 мм шутласа шӑтӑк тӑвӑр та, ҫав шӑтӑка карандаш лартса, тирсе лартнӑ булавка тавра ункӑ ҫавӑрӑр;

Проделайте в линеечке на расстоянии 73 мм от конца булавки отверстие, вставьте в него кончик карандаша и обведите ни вокруг воткнутой булавки окружность.

Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан сасартӑк самолет тем ҫине хӑрушла хытӑ пырса ҫапӑннине туйрӗ — Завьялов курӑк ӑшӗнче палӑрман шӑтӑка е пӗр-пӗр мӑн чула асӑрхаймарӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав шӑтӑка чавса пӑхаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех