Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шултра сăмах пирĕн базăра пур.
шултра (тĕпĕ: шултра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑр татӑкне услам ҫупа сӗрсе витрӗ, ун ҫийӗн ҫак пӗрчӗллӗ шултра вӑлчана сӗрсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Шултра та сайра ҫумӑр ҫума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫавӑн пекех республикӑра мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен йышӗ — 860 пин пуҫ, — палӑртнӑ Ильшат Фазрахманов.

Куҫарса пулӑш

Китай компанийӗ Пушкӑрт хулинче шӑмӑ тирпейлекен завод туса лартать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... at-3769749

Китай мӑйракаллӑ шултра выльӑх шӑммисене тирпейлекен завод Пушкӑртра тӑвассипе кӑсӑкланнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай компанийӗ Пушкӑрт хулинче шӑмӑ тирпейлекен завод туса лартать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... at-3769749

Мечетлӗ районӗнчи Сулейманово ялӗнчи Олеся Галялетдинова фермер мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт ялӗнче фермер хуҫалӑх ӗҫне анлӑлатнӑ, чӑкӑт тума хатӗрленет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3764710

Куҫ умӗнче — Тамарӑн шултра та таса куҫҫулӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑй ятне илтсен, Тамара куҫӗнче, унччен Левене шӑтарасла пӑхса тӑнӑскерӗнче, шултра та таса тумламсем курӑнса каяҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тактисчӗ, шултра сӑмахпа перкелешес енӗпе сервис системинче тахҫанах «спорт мастерне» тухнӑскер, шӑт-шат касса татать:

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 2507 пуҫ (2021 ҫулхи ҫав кунринчен 111,4%), ҫав шутра ӗне 747 (ҫулталӑк каяллахинчен 106,7%) усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Шупашкар округӗнчи «Чурачикское» общество 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн 750 пуҫ ҫамрӑк пӑрӑвне вырнаҫтарма тата тӑрантарма икӗ вите тума тытӑннӑ, строительствӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 2492 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 117,8%), ҫав шутра ӗне 850 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 109,7%) шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

ЯХПК комплексра 1200 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑха вырнаҫтармалли витесен инвестици проектне пурнӑҫлама 2017 ҫулта пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунне республикӑра уявличчен пӗр кун маларах, Хӗрлӗ Чутай тата Шупашкар округӗсенче савӑнӑҫлӑ пуху ирттерсе мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли инвестици проекчӗн ҫӗнӗ объекчӗсене уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Вӑхӑчӗ ҫитсен, хӑйсемех сивӗтӗҫ-ха, — тикӗт евӗр йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫӳҫне Мерчен Ваҫлейӗ икӗ аллипе те шӑлкаласа якатать; арпашӑннӑ вӑрӑм та шултра ҫӳҫ пурпӗр якалмасть.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шултра саспаллисем, унталла та кунталла тайӑлнӑ шӗтӗрнек картана аса илтерекенскерсем, тӗттӗмрех ҫӗрте те аван курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Эсӗ мӗн хӑтланатӑн? — пӑвӑртать вӑл, кӑкӑртан силлесе, шултра та намӑс сӑмахсемпе лаплаттарса.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кашниех шултра саспаллисемлӗ, пуҫланма пурте, унчченех хура хут витӗр ҫичӗ листа ҫине тухмалла пусса ҫырнӑн, пӗр йышши сӑмахсемпе пуҫланаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Розальдина, — хыттӑн ыйтрӗ вӑл, ыраш улӑмӗ тӗслех сарӑ та шултра ҫӳҫне икӗ енчен икӗ аллипе те хыҫалалла шӑлса, — паян воскресенье тенӗ пулнине сабывать турӑн та-им уж?

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чылайрах ⎼ шултра тӗрӗ-эрешсемпе, йӑлтӑркка хӑюсемпе хитрелетнӗ, мӑнаҫлӑ курӑнакан капӑр тумсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех