Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуйттанӗ (тĕпĕ: шуйттан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурӑ шуйттанӗ юри хӑвалаттарса хӑйӗн хыҫҫӑн ҫар пуҫлӑхне илсе каясшӑн хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кам шуйттанӗ хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр ҫар пуҫлӑхне тапӑнма хӑтланӗ?

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ӗнер тата, — шӑппӑнрах калама тытӑнчӗ вӑл, — шурӑ шуйттанӗ тутарсен тӑвас ӗҫне пӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Лешӗ аптраса ӑҫта ҫухалчӗ-ха пӑлхар шуйттанӗ тесе тӑнӑ вӑхӑтра, Аспар сиксе тӑчӗ те хыҫалтан тутар ҫар ҫыннин ӗнсинчен ал тупанӗн айккипе пӗтӗм вӑйӗпе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тем шуйттанӗ пырса кӗнӗ ҫав Урбанов пуҫне Ҫӗн ҫул ӗҫкинче.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Алла лектӗрччӗ, шуйттанӗ! — хушрӗ Виктӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах унра хӗрарӑм шуйттанӗ ларать, ҫавӑнпа та вӑл мӗн те пулин шухӑшласа хурсан — ҫак тӗллеврен ӑна хӑпаймастӑн.

Однако в ней сидел женский черт, и если она чего-нибудь задумывала, удержать ее являлось задачей.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Мӗн шуйттанӗ валли ку калаҫусем?

— Кой черт все эти разговоры?

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Кам шуйттанӗ ҫӳрет-ха тата? — терӗ ерипен Чубук, мана чӳрече хушшинчи стена тӗлнелле тӗртсе ярса, винтовкӑн предохранительне сасӑсӑр ҫавӑрса.

— Кого тут еще черт носит? — тихо проговорил Чубук, подталкивая меня за простенок и бесшумно свертывая предохранитель винтовки.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Кам шуйттанӗ килет унта?

— Кого черт несет?

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӑвӑллӑ ҫӗрле, тӗттӗмлӗх шуйттанӗ татса-ҫурса тӑкнӑ хумсене урса кайса ҫӗкле-ҫӗкле, ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларса ывӑтнӑ чух, почта пӑрахучӗн бортӗнчен Кастро матрос ӳкрӗ.

В бурную ночь, когда дьявол тьмы, взбесившись, приподнимал истерзанные волны, целуя их с пеной у рта, за борт почтового парохода упал матрос Кастро.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

— Мӗн шуйттанӗ? — сасӑ тӗлӗнӳ палӑрӑмӗпе, унтан та ытларах — шалтах тӗлӗннине пӗлтерсе чӗнчӗ.

— Что за дьявол! — с выражением изумления, даже пораженности откликнулся голос.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Кам шуйттанӗ ҫӑвар карса ҫӳрет унта? — кӑшкӑрчӗ капитан.

— Кой черт там глазеет? — закричал капитан.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Кам шуйттанӗ пырса пӑрахнӑ-ши ҫав чул катӑкне шӑп ҫав вырӑна?!

Куҫарса пулӑш

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Кунтан пӗр пилӗк ҫухрӑмра чан та темӗн шуйттанӗ тӗтӗм мӑкӑрлантарса тӑрать…

— Верстах в пяти дымит какой-то черт…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсем пурте таҫта, тӗрлӗ ҫар склачӗсенче выртнӑ, анчах вӑл складсене шуйттанӗ хӑй те шыраса тупайман, тупас пулсан та — вӗсем пирки вӗҫӗмсӗр перепискӑсем пуҫланса кайнӑ, вӑл переписка хучӗсен купи ӑшӗнче вара шуйттан хӑй те урине хуҫма пултарнӑ.

Все это лежало где-то по военным складам, но черт их найдет — эти склады, а и найдешь — такая начнется переписка, что уже сам черт сломит ногу…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Хам ҫинчен калаҫмастӑп эпӗ, мана ним шуйттанӗ те пулас ҫук, анчах рабочисене тӳлес пулать, ӑнланатӑн-и?

— О себе не говорю, а рабочим нужно платить, понимаешь?

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Акӑ сана «чу-чу», ним шуйттанӗ те тухмасть! — тарӑхса хирӗҫленӗ партизан.

— Вот тебе и «чу-чу», ни черта не выходит! — с досадой огрызнулся партизан.

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ме-ха, пиджак сапласа пар мана, ним шуйттанӗ те курмастӑп…

На-ко, зашей пиджак мне, не вижу я ни черта…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫитменнине тата хӗрача ашшӗпе аташса сӳпӗлтетнӗ вӑхӑтра ҫав старостӑна тем шуйттанӗ ҫак ҫурта илсе килнӗ.

И нелёгкая занесла его в избу, когда девочка вовсю болтала про своего отца.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех