Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗтрекен (тĕпĕ: чӗтре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку пункта пурнӑҫлассине хам яваплӑ пулӑп, — терӗ кӑштах чӗтрекен сассипе.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Каччӑсем, эпӗ текех ҫара ҫерҫилле ҫакӑнса тӑма пултараймастӑп, кӗҫ-вӗҫ персе анатӑп, — терӗ Ирина чӗтрекен куҫ хупанкисене хупма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӗтрекен аллисемпе хут таткине умне кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Чӗтрекен аллисемпе шкул тетрадӗнчен ҫурса илнӗ тӑваткаллӑ хута хӑйпӑтма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗтрекен аллисемпе салтак арӑмӗ адресне упӑшкин почеркӗпе ҫырнӑ виҫкӗтеслӗхе уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ну, каҫар мана, Ваҫиле — Кулине васкамасӑр чӗтрекен аллисемпе сумкине кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗ чӗтрекен аллипе хӗрес хыврӗ, унтан хӑйне хумхантарнӑ, хӗрӗшӗн хаваслӑ ҫуллахи каҫа аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле йывӑррӑн ҫӗкленчӗ, чӗтрекен аллисемпе тӑлпаланнӑ ҫӳҫӗсене якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗтрекен аллисемпе Ваҫиле илчӗ ӑна, мӗн тумаллине пӗлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку эсӗ иккен, санӑн кӑҫаттусем, — чӗтрекен тутисене шаль вӗҫӗпе хупласа лакӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӳрече патне ҫывхарчӗ те витрине кантӑк ҫумне тытса: — Ҫак витре пек пушӑ пулмалла пултӑр сире. Аллӑр-урӑр типсе хӑртӑр, — терӗ хыттӑн чӗтрекен тутисемпе.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Шантарма пӗлеҫҫӗ вӗсем, анчах та ӗҫӗсем, яланхи пекех, япӑх, — тӑсрӗ чӗтрекен тутисемпе Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗтрекен тутисем хӑйсем тӗллӗнех пӗрлешрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унӑн сиксе чӗтрекен тутисем ӑна йӑлтах тенӗ пек тӑкса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна хумханса, чӗтрекен алӑсемпе илнӗ Раиса Яковлевна, унӑн куҫӗ те шывланнӑ…

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

«Шыв хӗрринче упа йӑвисем пур пулмалла», тесе шухӑшлать Мира, чӗтрекен пӑлансене хӑваласа.

«Наверное медвежьи гнезда на берегу», — думает Мира, подгоняя вздрагивающих оленей.

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Прохорова, пач ҫухалса кайса, сӗтел ҫинче выртакан хутсене чӗтрекен аллисемпе тыта-тыта тимӗр шкапа чикме тытӑнчӗ, унтан Завьялов ҫине ӑна пирвайхи хут курнӑ пек пӑхрӗ те: — Каҫарӑр… эпӗ урӑх пултараймастӑп… манӑн хӗрӗн ачи вилет, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тихон Иванович чӗтрекен аллипе кӗпине тӳмелерӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ман пӗтрӗ, — чӗтрекен аллисемпе кукша пуҫне тыткаласа алӑк патнелле утрӗ Кирле.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сиксе чӗтрекен ачана ҫамрӑк хӗрарӑм ниепле те «путмасть вӑл» тесе ӑнлантарса ӳкӗте кӗртеймест.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех