Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтаймарӗ (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытла савӑннипе чӗри чӑтаймарӗ пуль ҫав шеремет старикӗн, — шӑппӑн илтӗнчӗҫ Варук аппа сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Уйрӑлнӑ чухне амӑшӗ Василий Захарович ҫинчен аса илтермесӗр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ӗнер чӑтаймарӗ, мастерскойне чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ятманов чӑтаймарӗ:

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Анатолий Семенович чӑтаймарӗ, машина чарӑнсассӑнах кабинӑна кӗрсе ларчӗ, хӑй аллипе темиҫе хыр касса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пустуй лӗпӗртетет Улька, — чӑтаймарӗ хайхи Хӗлимунӗ те.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӑтаймарӗ, пуҫран ҫапнӑ пек тухса кайрӗ клубран.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ват шӑмшак чӑтаймарӗ пулас, вилсе кайрӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кил хуҫи хӑй те чӑтаймарӗ, тӳсейми хуйхӑпа вырӑн ҫине йӑванчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн, кӑларатӑр-и? — чӑтаймарӗ хуняшшӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл тарӑхнӑн пӑхса илнине асӑрхаса илчӗ офицер, чӑтаймарӗ, ҫӑмлӑ пӳрнисемпе тӑлӑх арӑм кӑкӑрӗ ҫинчи кофтӑран ярса тытрӗ — пусма чӑтаймарӗ, чартлатса ҫурӑлчӗ, урайне тӳмесем сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче, фермӑра хуйхӑрнипе начарланса, сӑнсӑрланса кайнӑ салтак арӑмне курсан Егор Силыч, хӑй те тахҫанах тӑлӑха юлнӑскер, ҫак хӗрарӑма вӑрттӑн юратаканскер, чӑтаймарӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче Тӗнчура ялӗнчи паллӑ вӗрентекенсен ывӑлӗ Федор Аксенов чӑтаймарӗ, политрука тӳррӗн ыйту пачӗ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен чӑтаймарӗ:

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑтаймарӗ кулмасӑр амӑш, кӗҫех ҫитрӗ асламӑш.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Ҫавна чӑтаймарӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нинук чӑтаймарӗ пӗтӗм кӑмӑлтан ӑх! тесе илчӗ те ҫатӑрт! ҫыртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халӗ те акӑ, чӑтаймарӗ, асапне сирес терӗ пуль, ал тупанӗ ҫине вырнаҫакан сӑн ӳкерчӗке кӑларса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ Макар Кузьмич, хурланса макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех