Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑрр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗс калатӑп-и? — Сахар куҫӗнчен чӑрр! пӑхрӗ ял Совет председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ ырӑ ҫынпа ырӑ пулма, ырӑ ӗҫе ыррипе тавӑрма хӑнӑхнӑ, — каллех Шаккура куҫӗнчен чӑрр! пӑхрӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Асту, Анюк, пӗр-пӗр улах кӗтесре сана чӑмӑртаса илетӗп-ха акӑ», — тет те, хусах арӑм ҫине чӑрр! тӗллесе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сирӗн пӗр капанра кӑна пин пӑт ытла тырӑ выртать, — Сахар ҫине чӑрр! тинкерсе пӑхрӗ Михаля.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмӗ, ӗненмен пек, ӑна куҫран чӑрр пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӑнлантӑм, — леш мӗн калать тесе арӑмӗ ҫине чӑрр пӑхрӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тиек ун ҫине суймасть-и ку тенӗ пек чӑрр пӑхса илчӗ, пуҫне сулкаларӗ те Эрнепие сӗтел ҫинчи купаран пӗр ҫаврашка, сӗтел сунтӑхӗнчен ҫеҫтенкӗ евӗрлӗ тепӗр ҫаврашка илсе тыттарчӗ, вӗсемпе ӑҫта каймаллине ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӗненмесним? — куҫран чӑрр пӑхса ыйтрӗ Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яланхи вӑхӑтрах, ирхи апат хыҫҫӑн, ашшӗ килтен тухса кайсан хӳме патне йӑрӑс пӳллӗ хӗр ача ҫывхарчӗ, пит каррине кӑшт сирчӗ те шӑтӑкран чӑрр пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисенчен кӑшт аяккарах пӑрӑнчӗ, вӑрӑм мӑйне тӑсрӗ те куҫӗсемпе чӑррр! чӑрр!.. унталла та кунталла пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Приставпа кулава хӑй еннелле чӑрр пӑхнӑ хушӑра Янтул лавкка хуҫине укҫа тыттарчӗ.

Пристав и голова разом обернулись на вошедшего, а тот как ни в чем не бывало протянул лавочнику деньги,

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мултиер пӗчӗк куҫӗсемпе чӑрр! пӑхса илет те тытнӑ кашӑкне сӗтел ҫине хурать.

Мульдиер хватко оглядывает все маленькими глазками и со стуком кладет взятую было в руку ложку на стол.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл Ухтиван ҫине те пӗчӗк куҫесемпе чӑрр! пӑхса илет.

Цепко оглядев Ухтивана своими маленькими глазками, спросил:

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Упӑшки кӑмӑлтан улшӑнса ун ҫине чӑрр! пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс кӗрешесшӗнччӗ-и? — чӑрр! пӑхрӗ ун ҫине хӗр ача.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл Дмитрий Бельский боярин ывӑлӗ, — чӑрр! пӑхса тавӑрчӗ дружинник.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах эсир вӑл ҫула сӑмахпа ӑнлантарнипе кӑна тупаяс ҫук, — лӑпкӑн хуравларӗ Сӑпани, унтан качча каллех куҫран чӑрр! пӑхрӗ те: — Итле-ха, ҫамрӑк ҫыннӑм, илсе кай мана начальнику патне, луччӑ эпӗ унта йӗркеллӗрех каласа парӑп. Аттуш кунта ытла нумай пуплешсе тӑратпӑр, эс вара ниепле те ӑнланаймастӑн, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӑна чӑрр пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ольга Матвеевна ӑна куҫран чӑрр! пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин пуҫне ҫӗклерӗ, ӑна куҫран чӑрр! пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех