Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑматана (тĕпĕ: чӑматан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ, плащ тӑхӑнса, шӑлӑнмалли-тасалмалли, ытти шӑкӑр-макӑр япаласем хунӑ пӗчӗк фибра чӑматана ҫӗклерӗм те шофер алӑ сӗлтнӗ еннелле сӗмлентӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӗрача, хӑйӗн ӑстӑнне пӑхӑнмасӑр, темӗнле куҫа курӑнман вӑй вӗҫӗмсӗр хӗтӗртсе тӑнине пула, хыпалансах тӗттӗм чӑлана кӗрсе пур-ҫук япалисене чӑматана персе чикрӗ те, ытлашши сас-чӗв тӑвасран шикленсе, урама вӑрӑ пек йӑпшӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Манӑн алӑри сумкӑпа чӑматана йӑпӑр-япӑр ярса илчӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Алӑка уҫатӑп та чӑматана лартатӑп.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Пӳрте кӗретӗп те: «Эпӗ ҫитрӗм», — тесе чӑматана сӗтел хушшине лартатӑп.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Хӑвӑр пӗлетӗр, эпӗ — пуян хӗр мар, мӗн пур тупрам та пӗр чӑматана шӑнӑҫать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Амӑшне вӑйпах килтен илсе кайма хатӗрленнӗ кун Таня килте марччӗ, — кирлӗрех, хаклӑрах япалисене пысӑк чӑматана чиксе, кӳрше кайса хума тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унтан кӗрепле шӑлне те ҫӗре пӑрахрӗ, алӑри чӑматана ҫӗклесе пӳрте ертсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Апат ҫинӗ хыҫҫӑн, чӑматана ҫӗклесе, хваттертен тухрӑм, Коля патне ҫул тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пуйӑс ҫитсе чарӑнсан, чӑматана ҫӗклесе алӑк патне талпӑнтӑм, хама Кольӑпа арӑмӗ кӗтсе илеҫҫӗ пулӗ, тетӗп ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Каллех чӑматана пӳлӗме ҫӗклесе хӑпартӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Чӑматана кайса илтӗм ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Унтан чӑматана пырса ҫӗклерӗм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ылтӑнӗсене-мӗнсене чӑматана чикме манман, хӗрӗ ҫинчен маннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чӑматана самаях тултарсан, каялла ҫаврӑнчӗҫ те тепӗр хут Атӑл хӗрринелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫар чаҫӗн хапхинчен чӑматана йӑтса тухсан, хама эп самантлӑха йӑваран хӑваласа кӑларнӑ кайӑк пек туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Йӑтсам ҫак чӑматана, — хушрӗ Михаил Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав урапа ҫинех леш «телейсӗр» чӑматана та хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кам кӗнекисем ҫаксем? — тулхӑрса чӑматана силлерӗ исправник; урайне хӗрлӗ хуплашкаллӑ брошюрӑсем пачки-пачкипе тухса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Исправник, шухӑшласа тӑмасӑрах, чӑматана пырса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех