Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чысларӗҫ (тĕпĕ: чысла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех уявра Ара Мишшине Вӑрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ ят парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... arul-h-ka/

Паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ салтака шӑплӑх минучӗпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

Комбайнера кӑҫал рапс уйӗнче чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уя пырса саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%83%d1% ... b0%d0%bda/

Унсӑр пуҫне мероприяти шайӗнче нумай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫлекен тата пултаруллӑ журналистсене хисеплӗ ятсем тата ведомство наградисем парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнакан ветерансене администрацин Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ // Сергей Батюков. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%87%d0%b ... %97%d2%ab/

Сумлӑ жюри пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, фольклор коллективӗсем хушшинче «Туслӑх» ансамбль фестиваль-конкурсӑн I степеньлӗ лауреачӗ пулса тӑчӗ, ӑна лауреат Дипломӗпе тата асӑнмалӑх статуэткӑпа — «Чувашские переливы» фестиваль-конкурсӑн символӗпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх» — фестиваль лауреачӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%82%d1%8 ... %87%d3%97/

Уявра вӗсене «Комсомольски округӗн хисеплӗ гражданинӗ» сумлӑ ят парса чысларӗҫ, ҫавна ӗнентерекен свидетельство пачӗҫ тата хӑю ҫакса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

ЧР Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе Зуфар Амерхановпа Евгений Ефремова ҫак сферӑра чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Яланхи пекех, ӗҫре мала тухнисене, чыс-хисепе тивӗҫнӗ ентешсене чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе ветерансем чӑваш халӑхӗн паллӑ ывӑлне – шалти служба майорне Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ.

Сотрудники и ветераны уголовно-исполнительной системы почтили память выдающегося сына земли чувашской - генерала – майора внутренней службы Василия Федорова.

Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансем Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35123.html

Ял хуҫалӑх тытӑмне аталантарас енӗпе ырми-канми тӑрӑшакансене, мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксене уяв сцени ҫинче чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Культура ӗҫченӗсен кунне халалласа ку тытӑмра тӑрӑшакансене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Чи хастар тавра пӗлӳҫӗсене дипломсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501

Муниципалитет службин чи лайӑх ӗҫченӗсене патшалӑх тата ведомство наградисемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

Авторсене ытти номинацисенче те чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Уявра пушар хуралӗнче тимлекенсене чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Унта ӗҫре палӑрнӑ ҫӑлавҫӑсене чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ҫавӑн пекех уявра хастар вӗрентекенсемпе тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнӗ май республикӑн пур муниципаллӑ округӗнче те вӑрҫӑ ветеранӗсене чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Чӑваш Енре ӗҫпе мухтава тивӗҫнӗ династисене чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех