Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чирӗпе (тĕпĕ: чир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Психика чирӗпе чирлет те ара.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анук вун виҫҫе пуссан, унӑн амӑшӗ, чӗре чирӗпе чирлесе пурӑннӑскер, сасартӑк вилсе кайнӑ (упӑшки калӑпланисем ӳт-тирне, кӑнттам, хаяр, сивӗ сӑмахӗсем чӗрине самаях кӑшланӑ, йӑштарнӑ пуль ӗнтӗ).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Йыснана тата сыснана кӑларакан шӗвеке пӗр сӑлтавсӑрах, виҫерен те шутран тухса, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр, ейӗве ярӑнса лаккани те сахал мар пулчӗ, ҫавна пулах вӑл эрех чирӗпе чирлесех кайрӗ, ҫутӑ куна урӑ куҫпа курайми те пулчӗ, кӳпченӗ пичӗ тӗксӗммӗн ҫатраланса, самаях сӑнсӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Унтан Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ, рак чирӗпе чирлесе, леш тӗнчене ӑсанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юлашки вӑхӑтра хӗрӗ чӗре чирӗпе ҫине-ҫинех аптӑрама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Иккӗшӗ те ӳпке чирӗпе чирлесе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Аллӑ ҫичӗ ҫул тултарсан, Меценатов ӳпке чирӗпе аптраса 1954 ҫулхи кӗркунне вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Выльӑхсем хӑвӑрт сарӑлакан тата ерекен ящур чирӗпе чирленин тӗслӗхӗсем Раҫҫей территорийӗнче кашни ҫул тенӗ пекех ҫирӗпленнине асра тытса Чӑваш Республикинчи патшалӑх ветеринари служби региона инфекци килсе ҫитесрен асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Амӑшӗ хӗлле ӳпке чирӗпе аптӑраса ҫитсен, вӑл ун патне кайса килесшӗнччӗ, анчах ӑна арӑмӗ ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑрнар вӑрманӗнче, калӑпӑр, ӳпке чирӗпе чирленӗ ачасен санаторийӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Якур пичче хӑй вар чирӗпе пӗр кун хушшинчех вилсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Инвалид чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе нушаланнӑ, вӑл эмелсӗр пурӑнайман.

Инвалид страдал от заболеваний сердечно-сосудистой системы, они для него были жизненно необходимы.

Инвалида эмел паман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33839.html

Татьяна, хӑйӗн чирӗпе ҫырлахнӑ пек, шӑппӑн та тӳлеккӗн выртать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чечче чирӗпе чӑвашсем питӗ нумай пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мана асанне каласа паратчӗ ҫав, эпӗ ача чухне пирӗн ялта чечче чирӗпе питӗ нумай ҫын вилчӗ тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл та лавккаҫ сӑмахӗсенех каларӗ: «Кунта кам та пулин айӑплӑ мар, вӑл чӗре чирӗпе вилнӗ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнтанпа хӗне кайнӑ ҫын, темиҫе тӗрлӗ больницӑсенче пулчӗ пулин те, унччен те пӗвер тата чӗре чирӗпе аптраканскер, сывалаймарӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫав вӑхӑтра ял ҫинче пӗчӗкрех ачасем чечче чирӗпе чирлеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑҫу чирӗпе Хӗвеланӑҫ Европӑра ҫак чире килӗштерекен кӑна чирлет…

Амнезией в Восточной Европе болеет исключительно тот, кто хочет этого сам…

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Ҫавӑнпа чахоткӑпа вилекенни, куҫ чирӗпе аптраканни нумай Чӑвашра…

потому они болеют чахоткой, слепнут, умирают…

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех