Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чирленӗ (тĕпĕ: чирле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стопкоронавирус.рф сайт хыпарланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра 312 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.

По данным сайта Стопкоронавирус.рф, за 11-17 сентября в нашей республике коронавирусом заболели 312 человек.

Кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36073.html

Ача чирленӗ… ҫапла-и?

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав тӗле пӑхсан, темле йывӑр чирленӗ ҫын чӗрӗлсе вӑй илнӗ пекех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун шайӗнче ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем иртеҫҫӗ: «Тетте парнеле» – ача ҫурчӗсене, больницӑсене, Уфари хосписа теттесем парасси тата «Мастерской - теттесем хумалли госпиталь», унта кашни ача «чирленӗ теттене сыватма пултарать».

В его рамках пройдут благотворительные акции: «Подари игрушку» – с последующей передачей игрушек детским домам, больницам, уфимскому хоспису и «Мастерская-госпиталь для игрушек», где каждый ребенок сможет «вылечить заболевшую игрушку».

Уфара ача-пӑча теттисем валли госпиталь уҫӑлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3421694

Вилессе те вӑл халерпа чирленӗ ҫынна вилӗмрен хӑтарма кайсан вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫакна кура, упӑшки чирленӗ вӑхӑтра (чи ырӑ кӑмӑлпа ӗнтӗ!) ӑна вӑрӑм Унтрей пулӑшкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Яланах ҫапла сан: «паян — зоокружок», «паян ӗне чирленӗ», «паян ӗне пӑруларӗ», — унталла-кунталла утрӗ вӑл, сассине хӑпартса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑл 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Он ушел из жизни после тяжелой болезни в мае 2017 года.

Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансем Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35123.html

Ҫак шывпа чирленӗ чухне ҫеҫ мар, профилактика валли те сирпӗтме юрать.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑрансене содӑпа имҫамлӑр, чир-чӗрсемпе сиенлӗхсене манӑр! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/us-ll-kanash ... -r-3275751

Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кивӗ Тутайкассинче Ҫӗпӗр язвипе чирленӗ вӑкӑр пуснӑ ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвипе малалла кӗрешеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60454

Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, чирленӗ выльӑх какайӗ республикӑри ялсенчен пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кивӗ Тутайкассинче пуснӑ Ҫӗпӗр язвипе чирленӗ вӑкӑр какайне тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

Утарта вара пӗр вӗлле те катӑлмарӗ — чирленӗ пыл хурчӗсене ӑста утарҫӑ пурне те сыватма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӑл чирленӗ пиркиех ман пата Марина чӗннӗ вӑхӑтра пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тимахван мучи чирленӗ пирки Марина тӗрӗсех ҫырнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав вӑхӑтра фельдшер отпускраччӗ те чирленӗ карчӑка пенициллинпа укол тума вӗсем патне Альбина вунӑ кун хушши ҫӳрерӗ, пӗр ҫухрӑмри яла кунне тӑватӑ хутчен ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче амӑшӗ чирленӗ пирки Ира эрнене яхӑн тӑван ялӗнче пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Санюкӗ таҫти аякри шурлӑхра торф кӑларнӑ чухне хытӑ чирленӗ те — сывалайман иккен, мӑнтарӑн…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Вольдемар, эп паян кунӗпех килте пулмастӑп, асаннӳ чирленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.

Малтан шӑнса чирленӗ, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех