Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳтӗлес (тĕпĕ: хӳтӗле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫакна палӑртнӑ: Донбаса хӳтӗлес енӗпе ятарлӑ операци тунӑ чухне полкри ҫынсем ҫар тивӗҫне, паттӑрлӑха, хӑйсене шеллемесӗр кӗрешнине тата пысӑк профессионализма пурнӑҫа кӗртмелли тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Он отметил, что действия личного состава полка в ходе спецоперации по защите Донбасса являются образцом выполнения воинского долга, храбрости, самоотверженности и высокого профессионализма.

Путин 71-мӗш гварди мотострелковӑй полкӗн боецсене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/politika/2023-08 ... an-3382905

Тӗнчери йӗркелӗхе тата тӗрӗслӗхе шанчӑклӑн хӳтӗлес тесен хальхи йывӑрлӑхсем умӗнче пултаруллӑ шухӑш-тӗллев тавра пӗрлешни мӗн тери кирлине паян пирӗнтен кашниех лайӑх ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res

Тӗнчери йӗркелӗхе тата тӗрӗслӗхе шанчӑклӑн хӳтӗлес тесен хальхи йывӑрлӑхсем умӗнче пултаруллӑ шухӑш-тӗллев тавра пӗрлешни мӗн тери кирлине паян пирӗнтен кашниех лайӑх ӑнланать.

Сегодня каждый из нас четко осознает, насколько важно единение перед лицом современных вызовов вокруг созидательных идей, чтобы защитить порядок и справедливость в мире.

Олег Николаев Раҫҫей кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/12/gla ... ev-pozdrav

Хӑш-пӗрисен ун пек чухне яланах хӗрарӑма хӳтӗлес йӑла пур.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Улюк кинне хӳтӗлес тесен, вута та, шыва та кӗме хатӗр Анюк халь ма чӗнмест-ха?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кашни хуларах, ӑна тӑшман пырса тапӑнас хӑрушлӑх хӑратса тӑрать пулсан, пирӗн халӑхӑн ҫавнашкал ополченине тӑвас пулать, Германи фашизмне хирӗҫ пыракан пирӗн отечественнӑй вӑрҫӑра хамӑрӑн ирӗклӗхе, хамӑрӑн чыслӑха, хамӑрӑн ҫӗршыва хамӑрӑн кӑкӑрсемпе хӳтӗлес тесе, мӗнпур ӗҫҫыннисене кӗрешӗве ҫӗклес пулать.

В каждом городе, которому угрожает опасность нашествия врага, мы должны создать такое народное ополчение, поднять на борьбу всех трудящихся, чтобы своей грудью защищать свою свободу, свою честь, свою Родину в нашей Отечественной войне с германским фашизмом.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Килӗшӳ мелӗпе ҫӗршыва хӳтӗлес кӑмӑллисен сайтра малтанах харпӑр хӑйӗн пӳлӗмне йӗркелемелле.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Христос Чӗрӗлсе тӑнӑ кун пире ӗненӳ, Раҫҫей халӑхӗн ӑс-хакӑл тымарӗ пулнӑ май, йывӑрлӑхсенче яланах пӗрлештернине тата Тӑван ҫӗршывӑмӑр интересӗсене хӳтӗлес ӗҫре иксӗлми вӑй пулса тӑнине аса илтерет.

День Воскресения Христова напоминает нам о том, что вера, являясь духовным стержнем российского народа, всегда сплачивала и служила неисчерпаемой силой в защите интересов Отечества.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Кам пӗлет, тен, ҫав хӗр-полковник ҫарӗн уйрӑм ушкӑнӗсем ҫак вӑрмансенче те сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ пулӗ, хӑйсен тавралӑхне хӳтӗлес теҫҫӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑнчӑр куҫлӗ, вӑрӑм пӳ-силлӗ Атлай Эмире ыттисенчен ҫывӑхрах курать, ҫавӑнпа ӑна хӳтӗлес терӗ пулас ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсир те, яваплӑха хӑвӑр ҫине илме хатӗр пулнине кӑтартса паратӑр, ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлес тесе, йывӑрлӑхсене парӑнтарма вӗренес тесе тӑрӑшатӑр», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Раҫҫей ҫарӗ Донбасри мирлӗ халӑха упрассишӗн, вӗсене хӳтӗлес тесе тӑшмана хирӗҫ хар тӑма ялан хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Тӑван ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлес текен вӑй-хӑват сирӗнте тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Ҫав патшалӑхӑн политика системине йӗркелес, ун экономикине, оборона хӑватне ӳстерес, ӑна тулашри тата шалти тӑшмансенчен хӳтӗлес ҫӗрте Сталинӑн тӳпи, паллах, вышкайсӑр пысӑк пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Пирӗн вара ӑна чарас, мирлӗ халӑха хӳтӗлес тесе вӑйпа усӑ курма тивет. Эпир Тӑван ҫӗршыва, ҫынсен пурнӑҫне хӳтӗлетпӗр. Пирӗн нумай нациллӗ халӑх, граждансенчен чылайӑшӗ СВО тӗлӗшпе принциплӑ позици йышӑнчӗ, эпир тӑвакан ӗҫсен пӗлтерӗшне ӑнланчӗ. Донбаса неонацистсенчен хӳтӗлес ӗҫре чӑн-чӑн патриотизм туйӑмӗ малта тӑни палӑрчӗ», — терӗ Владимир Владимирович.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Палачсем, хӑйсен начальникне хӳтӗлес тесе, арканнӑ кӑткӑ йӑвинчи кӑткӑсем пек, тӗлсӗррӗн хӗвӗшсе унталла-кунталла чупкалама тытӑнчӗҫ.

Палачи засуетились, как муравьи в разоренном муравейнике, бросаясь на защиту своего начальника.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

ПАТӐРЬЕЛ муниципалитет округӗ ҫумӗнчи ҫул ҫитмен ачасен правине хӳтӗлес тӗлӗшпе тимлекен комиссин ларӑвӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитмен пур ача та тимлӗхре пултӑр // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44266-cul-c ... hre-pult-r

Диссертаци хӳтӗлес пулсан, ман хамӑн совеҫе улталаса хӑш-пӗр аслисен кӑмӑлне тивӗҫтермеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эсӗ вӗсене юратас, тӑшманран хӳтӗлес вырӑнне кашни утӑмрах хурлатӑн.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патша хучӗ пор ҫинче пире никам та хӳтӗлес ҫок.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех