Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗстерсе (тĕпĕ: хӗстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мачча хӑмисене те хӗстерсе пӗтереймен.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сарлака туталлӑ, лапчӑк сӑмсаллӑ, пуҫӗ те ун ик енчен хӗстерсе лапчӑтнӑ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман куҫӗ умӗнчен каллех «тумлан малтан, культурӑлан, кайран ман хыҫҫӑн ут» текен хӗр сӑнӗ вӗлтлетсе иртрӗ, салтнӑ тӑла-ҫӑпатана хул хушшине хӗстерсе чупакан ача аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Милици отрячӗсем вӑрӑ-хурах ушкӑнне, майӗпен хӗстерсе, пӗтерсех пынӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑла тӑрӑх Ермолай чи малтан виҫӗ ҫулхи ҫӑкана касрӗ, унӑн пӗр енне вӗҫлетсе ҫӗре ҫапса лартрӗ, ҫӳл енне кӑштах ҫурса ҫав ҫурӑка укҫа хӗстерсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӑтӑрмах пулса иртнӗ Кенсан-Намдо провинцийӗн полицийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, робот техника специалистне ещӗк вырӑнне йышӑннӑ та «ирӗке тухма май памасӑр пичӗпе кӑкӑрне лапчӑтса» конвейер ленти ҫумне хӗстерсе хунӑ.

Как сообщает полиция провинции Кенсан-Намдо, где произошел инцидент, робот принял технического специалиста за ящик и прижал к конвейерной ленте «без возможности освободиться, раздавив лицо и грудь».

Кӑнтӑр Корейӑра робот ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36509.html

Гладышев вӗҫне ик еннелле ҫурса унта кашӑк хӗстерсе вырнаҫтарнӑ хулла тытса котелок ӑшӗнче пӑтратма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Володя пӑрахут ҫине пырса кӗнине хӑйне палуба карлӑкӗ ҫумне ҫав тери хытӑ хӗстерсе лартсан тин ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун чухне те пӑч-тӗттӗмччӗ, шыв шавларӗ, ҫилӗ вӗрчӗ, Завьялов тӗттӗмре курӑнман пристане васкакан ҫынсем хӗстерсе хунипе ним хускалмасӑр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа кашни доярка саппунне ҫӳлелле улӑхтарнӑ, пиҫиххи ҫумне хӗстерсе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр-пӗрне хӗстерсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса шурут тӑррине пурнисем хушшине хӗстерсе тытрӗ те: — Автан-и, чӑх-и? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн ҫинҫе те шӑнӑрлӑ аллисем Вассана тимӗр хӗскӗч пекех хӗстерсе тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Таҫта хӗстерсе сӑнчӑрӑн пӗр сыпӑкне татнӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл панулмирен темӗнле майпа хӑй аллинех тӑрса юлнӑ йӑпӑлкка вӑрра хыпаласа ларчӗ, ӑна вӑл икӗ пӳрне вӗҫӗпе хӗстерсе тытрӗ те — пусрӗ, панулми вӑрри, сиксе тухса кайса, хӗре питӗнчен тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӳлӗмре ура ҫинче тӑракан шурӑ кӗпеллӗ арҫын ача, янаххипе кӑшт ҫеҫ сӗрме купӑс хӗстерсе, хушӑран нота хутне уҫса хума ҫеҫ чарӑнкаласа, музыка шӑрантарать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑлтӑрмач пек хутланса ӳксе, ҫӗрте йӑваланчӗ, ахлатрӗ, хӗстерсе лартнӑ куҫ хупанкисем хушшинчен сӑрхӑнса тухакан куҫҫульпе тӑпрана йӗпетрӗ Пахом Петрович.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хӑраса ӳкрӗ пулсан та, ҫӗрте выртакан хӑма татӑкне пӗшкӗнсе илме ӗлкӗрчӗ, хулӗ айне хӗстерсе чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл хӑйӗн аллипе ман алла хӗскӗч пек ҫатӑр хӗстерсе лартрӗ — ыратни пӗтӗм ӳт-пӗвӗм тӑрӑх чӗпӗте-чӗпӗте саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Нумай пулмасть-ха пурте йывӑҫ опалубкӑпа ҫеҫ усӑ кураттӑмӑр, — терӗ те вӑл хулӗ айӗнче хӗстерсе тӑнӑ алсишне хатӗр никӗс-стакан кӗтессине хучӗ, ун ҫине мелсӗртереххӗн тӗртӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех