Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсех (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ хӗрсех пырать.

Работа в самом разгаре.

Аэропорт ҫинче Андриян Николаев сӑнне ӳкернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35848.html

…Корпуссене монтажланӑ чухне металл колоннӑсемпе ҫеҫ усӑ куратпӑр, — сӑмахӗ вӑраха кайрӗ пулсан та хӗрсех калаҫрӗ Сидоркин.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрсех мӗн те пулин ҫырнӑ вӑхӑтра Таранов ун пек-кун пекки ҫине питех ҫаврӑнса пӑхмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта «МСО «Аликовское» строительство организацийӗ тимленипе ӗҫсем хӗрсех пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Кунта шӑпах капиталлӑ юсав ӗҫӗсем хӗрсех пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Строительсем паян та хӗрсех ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Хальхи вӑхӑтра Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи спортзала тӗпрен юсас ӗҫ хӗрсех пырать.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Аудиторисенче, коридорсенче чӑваш студенчӗсем тӑван искусство пирки хӗрсех тавлашаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Герасим Федотович хӗрсех ӗҫленӗ вӑхӑтра решетке-карта ҫумне шкултан таврӑнакан Тамара пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫынсем хӗрсех утӑ ҫулаҫҫӗ, тислӗк тӑкаҫҫӗ — Зина тӗрӗ тӗрлет е кӗпе ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрсех утӑ ҫулакансем умӗнче саркаланса-сӗркеленсе тӑма аван мар — вӑрманалла кӗтӗм, лӑпӑска ҫӑка айӗнчи ҫемҫе курӑк ҫине выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ ҫынсем хӗрсех ӗҫленине пӑхса тӑма аванмартан общежити ҫуртне кӗтӗм, кил картинче шӑв-шав илтӗнсен ҫенӗке тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тарас хӗр санитаркӑпа ташланӑ май паян мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшларӗ, вӑхӑт-вӑхӑт вӑл хӗрсех ташлакан Кӗркурипе Елюк ҫине е хӑй ҫумӗнчи Анук ҫине пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Хуҫалӑхра хальхи вӑхӑтра хӗрсех уйсене сӳрелесси пырать.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлӗ йӗркеленӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... b5%d0%bde/

Ҫапӑҫу хӗрсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна пуянсем те, купсасемпе улпутсем те, пупсем те хӗсӗрлеҫҫӗ, — хӗрсех калаҫрӗ чӑваш утаманӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑрӑшсах, маттурлансах ҫулчӗ, хӗрнӗҫемӗн хӗрсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, юрӗ, юрӗ, — хӗрсех пыракан тусне чарчӗ Карлай.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗрешӳ хӗрсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӗсем ялти хыпар-сӑнара хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫавӑн пек вӗсем, ачасем // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 61–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех