Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑш сăмах пирĕн базăра пур.
хӑмӑш (тĕпĕ: хӑмӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура вӑрман хыҫне вут хуракан Пӗлмен-шим сар хӑмӑш пуррине?

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫулти ҫынна тӗл пулсан, Ҫул амакӗ пуласран, Тутантарса пӑхтарма Хӑмӑш кӗпҫе хуртарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кирук хӑмӑш хушшинчен тухать те кӗпе-йӗмне хывса пӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Каллех хӑмӑш хушшине выртса пӗр тапхӑр итлет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Аса илчӗ: ашшӗ ку кӳлле Хӑмӑш кӳлли тесе ят панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑмӑш та ӳсе пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑй тӑнӑ тӗлтех (кунта ытларах лаптак курӑк, лаптак хӑмӑш, чакан, кӳрен, шыв хупаххи, лачака курӑкӗ, мӑн хӑях ашкӑрать иккен, калта калчи те курӑнкалать) икӗ енчи ҫыранӗ те пирчевлӗ, лӑсӑн-лӑсӑн усӑнса тӑракан курӑк тымарӗсемлӗскер, тӑнтӑн пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗррипе хӑмӑш ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗнешкел ырӑ шӑршӑллӑччӗ пӗве хӗрринчи хӑмӑш!

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Вара пулӑҫсемпе ермешсе кайса темиҫе ҫӗклем хӑмӑш касса килчӗ, унпа выртмалли вырӑнсене хулӑнлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗренисене ҫуррине чутламан унӑнне, тӑррине хӑмӑш кӗлтисемпе виткеленӗ, тӗнӗ пек чӳречине ҫӗтӗк-ҫатӑк кипкепе карнӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Районти чылай ял каллех электричество ҫутисӗр юлчӗ: Пӑваяль, Ҫӗрпел, Ҫӗньял Хапӑс, Кушлавӑш, Ҫӗн Сӑрьел, Кив Шуртан, Услантӑр Енӗш, Кивҫурт Енӗш, Отиккӑвӑ, Кӳстӳмӗр, Ершепуҫ, Малти Ишек, Упнер, Хӑмӑш, Мачамӑш, Кӑкшӑм енчи тата ытти ялсем…

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Илемлӗччӗ пӗве: икӗ айккипе хӑях, хӑмӑш ӳсетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Тӳпемрех ҫӗрте — авалхи хырсем, айлӑмра — хурӑнлӑх, пысӑках мар кӳлӗ пур, ун тавра карталанса хӑмӑш ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Хӑмӑш пек ҫӑра та тӑхлан пек йывӑр пучахлӑ тырӑ ҫунтӑкӗсем транспортер ленти тӑрӑх шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӗсем - Калинино тӑрӑхӗнчи Хӑмӑш ялӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Ҫыран хӗрринелле вӑрӑм хӑмӑш ӳсет, шаларах, сарӑлса выртакан лапка ҫулҫӑсем хушшинче, шултра шурӑ чечексем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫинҫе те ҫӳллӗ пулнӑран Янтул ӑна каярахпа шӳтлесе Хӑмӑш тесе чӗне пуҫларӗ.

Была она тоненькая и высокая, и Яндул тотчас переименовал ее на свой лад — Камыш.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать Хӑяхпа хӑмӑш хушшинче.

Журчит вода, бежит вода Между осокой и ольхой.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах, хальхи пек, хырӑмӗсем панк тулли мар, ҫӗтӗк те мар, хӑмӑш пек яштака, питӗ, тутӑ.

Но не как сейчас, голодные и в рванье, а холеные, чистые, сытые.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех