Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсемпе (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Васелиса Петровна хӑйсемпе пӗрле пурӑнма уҫӑ кӑмӑллӑ та вашават, сӑнӗпе те пӗвӗпе темле каччӑн чунне те ҫунтарма пултаракан, пурнӑҫ ӑнлавӗ те пысӑк хӗр килнӗшӗн хӗпӗртерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Аслӑраххисем, хӑйсене танлӑрах тытнинчен сисӗнет, кӗҫӗнреххисене институтра, академире мӗнлерех пулмаллине ӑнлантараҫҫӗ, хӑйсемпе пулса иртнӗ пӑтӑрмахсене те кулӑшла пулӑмсене каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл хӑйсемпе пӗрле вӗреннисенчен ташӑ-юрра маҫтӑр ҫамрӑксене аса илчӗ, общежитие те ҫитме пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Вӗсем пире хӑйсемпе ӑмӑртса ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ-ыйтаҫҫӗ», — пӗлтерчӗ пухӑва ертсе пыраканӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Арапсем хӑйсемпе пӗрле ислам тӗнне илсе килнӗ.

Арабы принесли с собой ислам.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Салтака каякансем Ҫилевӗр тавра виҫӗ хутчен ҫаврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле унӑн йӗкелӗсене чиксе кайнӑ, упранӑ, вӗсем каялла сывӑ таврӑнма пулӑшасса шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӑшӑрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, килӗшӳллӗ пурнӑҫӑн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Ачасем хӑйсемпе пулса иртнӗ пӑтӑрмахсене каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан хӑйсемпе мӗн пулса иртнине васкаса каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӑрлӑхсем чулсӑртсене шутсӑр хытӑ шӑйӑраҫҫӗ, чулсӑртсене, чулсене ката-ката хӑйсемпе пӗрле илсе каяҫҫӗ.

С громадной силой они трут скалы, отрывают камни и обломки скал и уносят их с собой.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тусем хушшипе юхан-шывсем кӗрлесе пит хытӑ юхса анаҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле чулсене купипе тата темӗн чухлӗ хӑйӑр, юшкӑн юхтарса каяҫҫӗ.

Бешеными потоками мчатся реки среди гор, увлекая с собой груды камней, песка и ила.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тирӗсене парсан, ненецсем чей ӗҫеҫҫӗ, хӑйсемпе тӳлесе татӑлассине кӗтеҫҫӗ.

Сдав пушнину, ненцы пьют чай и ждут расчета.

Ҫаратакан купецсем вырӑнне факторисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Купецсем тундрӑна унта кирлӗ таварсем — кайӑка ҫӳремелли хатӗрсем, ҫӑнӑх, тӑвар, спичка ҫеҫ мар илсе пынӑ, вӗсем хӑйсемпе пӗрле эрех те илсе пынӑ.

Купцы приезжали не только с нужными в тундре товарами — с охотничьими принадлежностями, мукой, солью, спичками, но привозили с собой водку.

Ҫаратакан купецсем вырӑнне факторисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пысӑк чулсем ҫине пырса ҫапӑнаҫҫӗ, вӗсем урлӑ каҫа-каҫа каяҫҫӗ, шултӑра чулсене хӑйсемпе пӗрле йӑвантарса ҫулӗсем ҫинче кӗмсӗртеттерсе пыраҫҫӗ.

Наскакивают на каменные глыбы, перекатываются через них, тащат с собой крупные камни, громыхают ими по дну.

Ту шывӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тепӗр кунне ачасем хӑйсемпе пӗрле хут, карандаш тата компас илнӗ те ҫырма патне кайнӑ.

На другой день, захватив с собой бумагу, карандаши и компасы, отправились к ручью.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӗнӗ подворотничок — китель ҫухави айне ҫӗлесе хумалли шурӑ япаласем — пусмаран тунисене те, целлулоидлисене те тем чухлӗ чикрӗҫ, мундштуксем тата плексигласран тунӑ авӑрлӑ ҫӗҫӗсем — ҫарта модӑна кӗме пуҫланӑ капӑр япаласем те илме манмарӗҫ, ҫапӑҫу кунӗсенче, вӗҫнӗ чух нихҫан тӑхӑнман пиҫиххи портупейӗсем, тӗрлӗ ҫанталӑкра кирлӗ пулма пултаракан шинельсемпе плащ-палаткӑсем, эрех тултарнӑ флягӑсем илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйсемпе пӗрле бухгалтера та илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Преступниксем хӑйсемпе полици, Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх служба, банк ӗҫченӗсем тесе паллаштараҫҫӗ те ултава ӗненнипе усӑ курса телефон урлӑ ҫынсенчен пысӑк укҫа ыйтса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Хӑйсемпе инкек килсе тухсассӑн е чир-чӗр пырса ҫаклансан хӑшпӗрисем тӳрех парӑнаҫҫӗ, чунпа вӑйлӑ ҫынсем вара пуҫне усмасӑр, ниме пӑхмасӑр, шӑлне ҫыртса малалла талпӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Унтан вӗсем хӑйсемпе илнӗ апата ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ытарайми ҫуллахи савӑк кунсем // Людмила АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... em-3388943

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех