Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗр эсӗ ҫеҫ-им районта? — райком секретарӗ, колхоз председателӗн хыҫлӑ пуканӗ ҫине вырнаҫса, пирус кӑларчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Лар, — терӗ вӑл, хыҫлӑ сак ҫине кӑтартса, — лар.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ун йӗри-тавра — хыҫлӑ тӑватӑ пукан.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Хреҫҫи вырӑн ҫинчен тӑрса тумланнӑ ҫӗре Левенти трикопа, майкӑпа хӗрарӑмсем патне тухрӗ, хыҫлӑ кивӗ пукан ҫине, ҫӗннисем — малти пӳртре, лаша ҫине утланнӑн ларчӗ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Кӑвак чечеклӗ кантӑк каррисем, пилӗк лампӑллӑ илемлӗ люстра, пысӑк телевизор, ҫаврака сӗтелпе ун ҫумӗнче ларакан хыҫлӑ пукансем хӑна куҫне тӳрех тӑрӑнчӗҫ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫав вӑхӑтра хыҫлӑ ҫуна кӳлнӗ лаша ҫитсе чарӑнчӗ.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ваҫиле каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те кӗтмен ӳкерчӗк курнипе сасартӑк ахлатса илчӗ: ялтан такам хыҫлӑ ҫунапа тухнӑ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хыҫлӑ ҫуна.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Картишӗнчех каҫпа (ҫанталӑк уярччӗ) хыҫлӑ дивансем хушшине сӗтел лартрӗ те, канакан поэтсене пухса, секци ларӑвне уҫрӗ.
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Пурнӑҫа кӗрсе ҫитичченех пурнӑҫран ытла та ир уйрӑлнӑ Люсьӑн ӳчӗ (ӑна шурӑ катан пирпе витнӗ) юнашар лартнӑ хыҫлӑ тенкелсем ҫинче выртатчӗ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хама эпӗ редакци пӳлӗмӗнчи кивӗрех хыҫлӑ пукан ҫинче мар, таҫта малалла чупакан асамлӑ урапа ҫинче ларнӑ пек туйрӑм.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Эпир унпа иксӗмӗр ешӗл чӑрӑш аллейинчи кӑвакпа сӑрланӑ хыҫлӑ тенкел ҫине лартӑмӑр.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хыҫлӑ ҫуна ҫине кладовщик Никӑн, хӗсӗк куҫлӑ лутака арҫын, мӑн кӑмӑллӑн сӗвенсе ларнӑ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хыҫлӑ ҫуна ҫулӗ тинкерсе пӑхсан та курӑнмасть.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Урхамах кӳлнӗ хыҫлӑ ҫуна ҫинче Хурӑнварти бригадирпа арӑмӗ тата кладовщик ларса пынӑ пулнӑ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хыҫлӑ ҫуна хыҫҫӑн хытӑ юр пӗрчисем кӑна сирпӗнсе юлчӗҫ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хыҫлӑ ҫуна ҫине виҫҫӗн ларнӑ: икӗ арҫын та пӗр хӗрарӑм.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Кӗтмен ҫӗртен ҫил вӑйланса килчӗ те, хыҫлӑ тенкел ҫинче шухӑшлӑн ларакан арҫын ҫине сарӑ ҫулҫӑсем ҫумӑр ҫунӑ пекех шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ…
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Моляковпа Ира ҫамрӑк чӑрӑшлӑхри хыҫлӑ тенкел ҫине кайса ларчӗҫ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Моляков, сарӑ ҫулҫӑллӑ лапсака вӗрене айӗнчи хыҫлӑ тенкел ҫине ларнӑскер, час-часах алӑк еннелле пӑхкаларӗ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.