Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыврӗ (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем урам урлӑ каҫнине курсанах Кулюкка, турӑш еннелле пӑхса, иккӗ-виҫҫӗ хӗрес хыврӗ те Куҫмине куҫ умӗнчен пӑрӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерук, кайри пӳртре пӗчченех юлсан, лампӑна пӗчӗклетсе, ҫиелти кӗпине хыврӗ те хӗрачипе юнашар выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрех хӑвачӗ тата Матӗрне ҫепӗҫҫӗн чӗнни Ҫтаппан чӗрине парӑнтарчӗҫ, «мӗн пулсан та пулать ӗнтӗ» тесе, пукан ҫине пырса ларчӗ, урине хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан тӳрленсе тӑрса ҫӗлӗкне хыврӗ те, ывӑннипе мар, ытла та хумханнӑран ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑпайлӑ, ҫаврака пит-куҫлӑ та яштак хӗре управленине час-час пырса ҫӳрекен ҫамрӑк прораб, Петя Тосов куҫ хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Каччӑ хӑй ҫара кайнӑ чухне 5-мӗш класра вӗреннӗ, халӗ тӑххӑрмӗшне куҫнӑ Улькана куҫ хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тӗссӗрленнӗ кӗрӗкне хыврӗ, лӑш-лӑш силлерӗ, кӑмака хыҫне ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хура кӑвак пӗлӗт хыҫӗнчен кулса тухнӑ хӗвел Хурашыв урлӑ асамат кӗперӗ хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле хӑранипе сиксе илчӗ, малтан яла вӑрҫӑ ҫитрӗ тесе хӑранӑччӗ, анчах самантран ҫакӑ ҫурхи пирвайхи аслати пулнине ӑнланчӗ те пӗр халат вӗҫҫӗн картишне чупса тухрӗ, пиҫиххине салтрӗ, халатне хыврӗ те ҫумӑр айне утрӗ, мӗнпур ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна йывӑррӑн, икӗ пӑтлӑ тараса пуканӗ пек илчӗ вӑл, нушаланса тутӑр вӗҫӗпе чӗркерӗ, кӑкӑр ҫумне чӑмӑртарӗ, хӗрес хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ аттине хыврӗ, сивӗ пулса кайрӗ, ҫавах ҫӑмӑлтарах — вӑл чупма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗ чӗтрекен аллипе хӗрес хыврӗ, унтан хӑйне хумхантарнӑ, хӗрӗшӗн хаваслӑ ҫуллахи каҫа аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл сивӗ сак ҫине пусарӑнчӗ, халӗ кирлӗ те мар пек пулса кайнӑ кутамккине хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Алсине хывса хӑйӗн ҫине хӗрес хыврӗ, тепре, тата тепре, малалла танкӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш пиншакне хыврӗ те хӗр ҫине уртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Клавье ывӑлӗ ҫине хӗрес хыврӗ, юхакан куҫҫулӗ витӗр: — Турӑ сыхлатӑр сана, ывӑлӑм, — терӗ те тайӑлса кайрӗ, мӑнукӗсем пырса тытман пулсан ӳкетчӗ те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку шухӑша вӑл ӑша хыврӗ.

Чтобы лучше запомнить.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Вӑл хӑйӗн кӗрӗкне хыврӗ, — терӗ малалла Гладышев.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Тавтапуҫ, — терӗ Антонов, анчах кепкине хыврӗ, — эпӗ нумайлӑха мар.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Акӑ, хӑрах аттине хыврӗ Акӑ, тепӗрне.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех