Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑхри (тĕпĕ: хуҫалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫалӑхри кашни кӑлтӑках чӗре варрине илмелле мар пуль, атте, — иккӗленерех асӑрхаттарчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кил-ҫуртри, хуҫалӑхри мӗнпур йывӑр ӗҫ ачисем ҫине тиеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Хуҫалӑхри гусеницӑллӑ 2 трактора та, вӗсем кивелнӗ, 20 ҫул каярах туяннисем пулсан та, юсаса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Хуҫалӑхри тӗп кӗтӳ йышне тӗрӗсленӗ ӑратлӑ ҫамрӑк ӗнесемпе ӳстерсе пырасси ҫине те вӑлах тимлӗх уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Хуҫалӑхри пӗр ӗҫе те ретлӗн, хӗрхӳ сӑмах-юмахсӑр, ҫӗмӗрлешмесӗр, ҫӑтӑр-ҫатӑрсӑр тӑваймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хуҫалӑхри юсав мастерскойӗнче ӗҫ шавӗ самантлӑха та лӑпланмасть.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Хуҫалӑхри пуху ӗҫне эпир те пуҫласа хутшӑнмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Килти хуҫалӑхри пур ыйтусене вӗсемпе пӗрле сӳтсе явать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапла пур хуҫалӑхри ӗҫпе паллашса пӗтернӗ хыҫҫӑн председатель: — Ну, каяр пулӗ, — терӗ, ҫӑмӑл машина еннелле ҫаврӑнса, Правлени умӗнче халӑх туллиех.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хуҫалӑхри пӗтӗм хура ӗҫе ҫав Мирун туса тӑрать те ӗнтӗ: мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хур-кӑвакалӗпе чӑххи-чӗппине пӑхать (ҫӑмартисене каҫкӳлӗм пӗчӗккисем пухаҫҫӗ)., картишне шӑлса тасатать, аки-сухине тӑвать, супӑнь ещӗкӗсене ҫӗклет, тикӗтпе краҫҫын пичкисене кустарать.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирхи виҫҫӗре ура ҫине тӑрса хуҫалӑхри ӗҫсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн Вӑрнар ене васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Элӗк районӗнчи «Новый путь» хуҫалӑхри ӗҫсемпе паллашнӑ Кунта шӑпах та, сӑвӑнакан ӗнесене валли ҫӗнӗ ферма уҫнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Савӑнма та сӑлтавӗ пур - хуҫалӑхри хӑшпӗр хуралтӑсен ҫӗкленӗвӗнче ун тӳпи те пур-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫ хӗрарӑм ҫине тиеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ // Л.Тихонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8b%d1%8 ... %d0%b0cce/

Симӗс массӑна турттарнӑ ҫӗрте хуҫалӑхри пур техника хатӗрӗ те тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

— Кооператив территоринче М-12 автоҫул туни хирти ӗҫсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе нумай йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать, — тӳрех хӑйне канӑҫсӑрлантаракан ыйтуран пуҫларӗ калаҫӑва «Асаново» ЯХПК ертӳҫи А.Н.Бахтеров хуҫалӑхри ӗҫсем пирки ыйтсан.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Ҫапах та маттур ҫемье килти хуҫалӑхри ӗҫсене пуҫтарма та ӗлкӗрнӗ, кулленхи ӗҫ вырӑнне те вӑхӑтра ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Унӑн та пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхри ӗҫ стажӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре хастар Беловсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... %b5%d0%bc/

Анна Ивановна килтен тухсах ҫӳремест, вӑл хуҫалӑхри ӗҫсемпе ытларах аппаланать, Людмила вара каҫкӳлӗм яланах клубра.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килте никам та юлманран Укахви, часрах ҫитес тесе, васкаса утать, хӑй хуҫалӑхри ӗҫсем ҫинчен шикленсе шухӑшласа пырать: ҫитсенех пӳрте хутса ӑшӑтмалла, килти выльӑха пӑхмалла тата амӑшӗ килнӗ ҫӗре апат та пӗҫерсе хумалла.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех