Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӑштарса (тĕпĕ: хутӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Май килсен, унӑн пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ статьяна хутӑштарса ярса усӑ курма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Халӗ ӑна пӑрҫа улӑм ҫӑнӑхӗпе хутӑштарса парать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каҫхине, акӑ, пӑрҫа улӑмӗн ҫӑнӑхӗпе хутӑштарса мезгапа ҫитеретпӗр…

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мезгана эпир ҫуни-ҫунипе тиесе килетпӗр те ятарласа чавнӑ шӑтӑксене хуратпӑр, кайран вара, пӑспа пӗҫерсе, пӑрҫа улӑмӗн ҫӑнӑхӗпе хутӑштарса паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чул ҫинчи хурантан ӑсса илнӗ вӗри шыва витрери шывпа хутӑштарса пуҫ тӑрӑх ячӗ те Уҫка мунчаран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Поэт хӑйӗн сӑввисене Саадипе Фирдоуси сӑввисене кӗртсе вӗсемпе хутӑштарса вуларӗ, чаплӑ поэтсен сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ чух юри хӑйӗн сӑввисенчи йӗркесене кӗрте-кӗрте лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чухӑнтараххисем йӗкеле пуҫтарса типӗтсе хураҫҫӗ те авӑртса ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫиме тытӑнаҫҫӗ.

Бедняки и сами запасали желуди, сушили и мололи, смешивали с мукой и питались.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паянхи кун фермӑсенче апата техникӑпа вӗтетсе хутӑштарса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Иккӗмӗш етре пишальниксен ушкӑнне ӳкрӗ, чылай воина ҫӗрпе хутӑштарса татӑкӑн-кӗсӗкӗн аяккалла сапаларӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пичкери спирта кӑшт шыв хутӑштарса тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Атя тупӑшар, Тукай мӑрса, эпӗ пӗр кӗренке пылпа хутӑштарса сан урапу ҫинчи утта йӑлтах ҫисе яратӑп, эсӗ уншӑн мана виҫӗ алтын укҫа паратӑн, — терӗ тет.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӳсеймерӗ, сӗрме купӑс тытрӗ те, тӗп кӗввӗн тӗрлӗ вариацине пӗр-пӗринпе хутӑштарса, калама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗр хут эрех ӗҫтерме хӑтланни те, урисене вӗри кӗлпе чӗркесе пӑхни те, ҫамкине уксуспа йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарса сӗрни те пулӑшмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗмӗртӗмӗр ҫавсене ҫапах, оглы-мать их бей! — усал сӑмах каласа вӑрҫас вырӑнне, темӗнскерле тӗрӗксен ячӗсемпе хутӑштарса вӑрҫса илетчӗ вара час-часах Сарт Ҫеменӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кашни килтех тенӗ пек вут хутнӑ, пӑри кӗрпипе хутӑштарса сухан кукли пӗҫернӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫамрӑк Паймукӗ, Шӗнерпуҫӗнчи икӗ класлӑ шкула лайӑх вӗренсе пӗтернӗскер, ашшӗнчен ирттерчӗ: икӗ хӑмла авӑнӗ ҫӗнӗрен туса лартрӗ, килкартинче чул сарчӗ, пӳрт тӑррине виҫӗ хут хӑма сарса сӑмалаларӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшинче кантур туса лартрӗ, ҫуртне тулашӗнчен хӑмапа витрӗ, тӑватӑ юпаллӑ хапха туса лартрӗ, тӑррине хӑмапа витрӗ; кайран пӳртне те, хапхине те сӑмала вӗретсе хӑмӑр сӑрӑпа хутӑштарса сӑрларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каярахпа Раман Раманч Павлуша ик ҫӑмарта шурри сахӑрпа хутӑштарса лӑкаса ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашкинчен, тата, ҫав шывах чӗлӗм каяшӗпе хутӑштарса ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паймук хӑвӑрт пуйса кайнӑ (хӑмла ҫине вӗлтрен вӑрри нумай хутӑштарса сутать, тетчӗҫ ун патӗнче ӗҫлекенсем), ывӑлӗсене уйӑрса уйрӑм хӑмла авӑнӗ лартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ыхрутипе хутӑштарса пӗҫерсен — пӑсӑк ҫӑмарта кукли калама ҫук тутлӑ — ун пеккине патша та ҫисе курайман пулӗ, — тетчӗ вара Кутемерти кӗтӳҫ Маркка пичче.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех