Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӑмӑр (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе кӗрекере саркаланса ларма япӑх-им, терӗмӗр те, ача парнине васкасах илсе хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Кӗл нумайлансан вӗри кӗл ӑшне, кӑвар айне, паранкӑ хутӑмӑр та кӑвайт умне лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халӗ пире сӗтел ҫине майласа сарса хутӑмӑр та, эпӗ ӑна сӗтел вӗҫӗнче тытса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унтан пире пы-ысӑк тӑм чӳлмеке хутӑмӑр та, сӗлтӗ шывӗ тултарса, кӑмакана лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӑна эпир, Арӑсланӑмпа иксӗмӗр, хамӑр ларса килнӗ ҫара ҫуна ҫине аран-аран йӑвалантарса хӑпартса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

— Хивресем тума чӗллӗн-чӗллӗн ҫурса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа кӗркунне юри пуҫтарса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӗкӗр хулара, ханлӑхри мӗн пур даругӑсенче йӗрке туса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Капкӑн хӑййи ҫине аш татӑкӗ ҫыхса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Эпир ҫимеллисене, Упрам пиччерен илсе, чӳрече умне хутӑмӑр: ыран валли.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кайран ҫак пукани япалисене ҫӑл валашки ҫинче чӳхерӗмӗр, типӗтме карта ҫине ҫакса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав кун эпир, аннепе иксӗмӗр, сухан кӑлартӑмӑр, ӑна йӑранӗ ҫинчех тасатрӑмӑр, типӗтрӗмӗр, вара ҫыхӑ тума кӗлет урайне сарса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вилӗсене асӑнса пир хутласа хутӑмӑр, киремете те укҫа тухса пӑрахрӑмӑр, тӳркӗллине асӑнса усрас путеке пусса чӳклерӗмӗр — ним усси те пулаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӳлмек катӑкӗпе касак каткинчен шыв ӑсса илтӗмӗр те виҫӗ тӗслӗ тӑма кашнине уйрӑм ҫӑрса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир ӑна хамӑр кӗтессе пӗрене ҫумне сухӑрпа ҫыпӑҫтарса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ӑна та пуҫтарса хутӑмӑр, — тавӑрчӗ тепӗр хӗр сасси сӑпайлӑн.

— Подмели и уже убрали, — поддержала сестру другая.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсемпе районти «Ҫӗр тата ҫынсем» музейре, кулаксен пӑлхавӗнче пуҫ хунӑ комсомолецсене асӑнса лартнӑ палӑк патӗнче пултӑмӑр, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ монумент умне чечек ҫыххисем хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Акмалли тулла лайӑх тасатса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир пурте «Сӳнми ҫулӑм» («Вечный огонь») умне чӗрӗ чечексем хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Ун хыҫҫӑн палӑк умне чӗрӗ чечексем хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех