Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупларӗ (тĕпĕ: хупла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе сехет ним чӗнмесӗр утнӑ хушӑра каҫ сӗмӗ тавралӑха хупларӗ, тӳпере ҫӑлтӑрсем вӑййа тухрӗҫ.

Долгие часы мы шли молча; наконец стемнело, и в небе стали загораться звезды.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Мӗн курас ӗнтӗ? — питне саппунпа хупларӗ Васса.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса вӑтанса питне хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл ытлашши сӑмахламасӑр вырӑн ҫине выртрӗ те пуҫне минтерпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тем ытлашшине каласа ярасран тенӗ пек Денис ҫӑварне аллипе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Укахви, хӑйӗн икӗ тусне курсан, вӑйранах тӑрса ларчӗ, суранӗсене хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви амӑшӗ чӑтаймарӗ, нӑшӑклатса илчӗ те саппун кӗтессине ҫӗклесе тутине хупларӗ, унтан унӑн куҫҫуль витӗр каланӑ сӑмахӗ илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗрарӑм, шӑпланса, тутине ҫӑт хупларӗ те, ун пичӗ ҫинчи шӑнӑрсем хускалса сиккеле пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сумкинчен сенкер тутӑр кӑларчӗ те питне хупларӗ, ман ҫине савӑнӑҫ куҫҫулӗ витӗр пӑхрӗ, пуҫӗпе ман хулпуҫҫине сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анюк тути-ҫӑварне аллипе хупларӗ те шухӑша кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫамкине аллипе хупларӗ те килӗшмесӗр нӑйлама пуҫларӗ:

Он прикрыл лоб рукой и стал отнекиваться:

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Вара вӑл ҫавӑнтах сылтӑм аллипе питне хупларӗ те унтан ҫав аллипех ерипен куҫӗ патӗнчен пуҫласа янахӗ патне ҫитиччен сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ ура ҫине тӑрсан Глафира пуҫне ҫӗклерӗ, тем калас тенӗ пек ҫӳхе тутине кӑлт-кӑлт выляткаларӗ, куҫне хӗснӗскер ман ҫине пӑр пек сиввӗн пӑхрӗ, сӑн-питне каллех аллипе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пит-куҫне юр хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ай-у-у-уй! — пит-куҫне аллипе хупларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ӑна та юлашкинчен шӑхӑрса-уласа вӗрекен хӑватлӑ ҫил юхӑмӗ хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑй вӗлернӗ савнине ҫӳҫӗнчен ачашлама тытӑнчӗ, ҫамкинчен, куҫӗнчен чуптурӗ, хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, суранне аллипе хупларӗ, юхакан юнне чарас пек аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи хӑрушӑ вӑхӑтра, тӑшманпа тытӑҫса ӳкес чухне, Тимофей-хусах маларах вӗҫтерсе тухрӗ те Сыхча турӑ пек хӑй учӗпе Укаслӑва хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Намӑс килсе хупларӗ пирӗн яла!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сывлӑш ҫавӑрса ярайманнипе сиксе тухас пек тапакан чӗрине лӑплантарасшӑн пулса, аллипе кӑкӑрне хупларӗ

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех