Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пулӑшатӑр вӗт? — Испуханова хулран ҫаклатрӗ Ульяна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Иккӗш те ҫанӑсем тавӑрса Кӗписене йӳле яраҫҫӗ, Хулран хул пӑталаса тытӑшса Кӗрешмешкӗн ӗнтӗ пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хулран хула тытнипе Ҫӑтти-ҫатах ҫаннисем, Пӗрне пӗри хӗснипе Хӑшти-хаштах пырӗсем.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӗмӗ хыҫне пытанса ларнӑ Кирук ӑна тӗллерӗ те курок ҫине пусрӗ: винтовка аври каялла хулран хытӑ тапса илчӗ, пени янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпир сывлӑш ҫавӑрса иличчен пирӗн Верука хулран ҫавӑтсах илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Эпӗ, сулахай хулран ҫӳхе плащ хуҫлатса уртса, вилнисене асӑнса сумлама ӗҫмелли-ҫимеллисем хунӑ пакета ал вӗҫҫӗн тытса, ҫӑлкаланса, автобус салонӗнчен ҫул хӗррине, йывӑҫсӑр уҫӑ вырӑна, тухса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ула Тимӗр унпа шкултан алла-аллӑн ҫавтӑнса е хулран ҫаклансах тухаймарӗ, анчах ӑна куҫран вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем хулран хула тытӑннӑ та шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Сисеймерӗм те, вӑл мана хулран пӑчӑртаса тытрӗ те магазинран талкӑштарса кӑларса та ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

— Ан тӗлӗнтер-ха эсӗ, — хулран тытрӗ вӑл, — ҫапла кӑна уйрӑлса каймастпӑр ӗнтӗ иксӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Вӑл, ман пӑта пырса, хулран силлесе тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗҫсе пычӗҫ те сан пата пирӗштисем, хулран ҫӗклесе шыв урлӑ каҫарчӗҫ, тӳрех пӑҫмах пахчине кайса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Халӑх шавланине, пӑлхавҫӑсем тем те пӗр каласа кӑшкӑрашнине пӑхмасӑр турхан воеводӑна хулран тытсах айккинелле, хӑйӗн лашисем патнелле илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атя, атя, — хулран тытсах лӑскарӗ юлташне Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫнӑ хушӑра мӑрса темиҫе хутчен те алӑк патӗнче ним чӗнмесӗр итлесе ларакан Иливан ҫине пӑха-пӑха илчӗ, халсӑр тенӗрен пӗррехинче ун патне пырса йӗкӗте хулран тытсах тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хулран ҫакланнӑ хӑйсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Санюк майӗпен лӑпланса пычӗ, хул пуҫҫийӗсем чӗтреме пӑрахрӗҫ, каллех эпир пӗр-пӗрне хулран тытса малалла утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Петя, — сасартӑк хулран ҫатӑрласа тытрӗ мана Санюк.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эпир Риммӑпа хулран хул тытӑнса пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Тепре ҫил-тӑвӑл тухиччен яла ҫитсе ӳкер, — терӗ Валя, Алимпие хулран тытса.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех