Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫленӗ (тĕпĕ: хирӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ман хӗр гимнази пӗтернӗ. Пӑрахут капитанӗ майри пулма тивӗҫ!» — тесе хирӗҫленӗ, тет, ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хирӗҫленӗ ан пул, унсӑрӑн таканлатӑп та Хусана ӑсататӑп!

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатиччен, — терӗ комиссар ҫӗкленсе, — ҫаксене арестленӗ тесе палӑртатӑн: хӑйӗн ятне калассине хирӗҫленӗ паллӑ мар ҫамрӑк хӗрарӑма, Томас Гарвея тата Элиас Бутлера.

— Объявляю, — сказал комиссар, встав, — впредь до выяснения дела арестованными: неизвестную молодую женщину, отказавшуюся назвать себя, Томаса Гарвея и Элиаса Бутлера.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫӗрлехи сивве хирӗҫленӗ хыҫҫӑн унӑн ҫывӑрманнипе тата утнипе вӑйсӑрланнӑ чӗри унран губкӑри шыва сӑрӑхтарнӑн тар кӑларать, анчах вӑл йывӑррӑн сывла-сывла, тӑвӑн майӗпен-майӗпен улшӑнса пыракан ӗренкисене тӗсесе утать те утать.

После сопротивления ночному холоду его ослабевшее от бессонницы и ходьбы сердце гнало из него испарину, как воду из губки, но он, задыхаясь, шел, смотря на медленно меняющиеся очертания горы.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ав, йӑраплансем вӗҫеҫҫӗ пулать те… — хирӗҫленӗ пек туса хуравларӗ те Санюк, пӗвне йӑрст пӑрса, вӑшт ҫеҫ хӑтӑлчӗ ытамран.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑл пӗчӗккӗ-ха, пӗччен вӑл пур йывӑҫсем ҫинчи ҫырлана та пухса ҫитереймест, — хирӗҫленӗ Пӗччен Бизон.

— Она еще маленькая, одной ей не обобрать все деревья, — возразил Одинокий Бизон.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Анчах хампа курнӑҫса калаҫнӑ гуигнгнмсем совет членӗсем каланине татӑклӑнах хирӗҫленӗ.

Но те из гуигнгнмов, которые видели и говорили со мной, решительно отвергли первое положение.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ ӑна хирӗҫлемерӗм, хирӗҫленӗ пулсан, эпӗ хамӑрӑн ырӑ ятӑма вараланӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен манӑн ӑна тавлашуллӑ ыйтӑва ҫапла татса пани хамӑр ҫӗршыври суд ӗҫӗсенчен нумай тӗрӗсрех пулни ҫинчен каласа памалла пулатчӗ.

Я не стал разубеждать его. Это значило бы чернить наше доброе имя. Ведь мне пришлось бы признать, что такое разрешение спора гораздо справедливее многих наших судебных постановлений.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Акӑ сана «чу-чу», ним шуйттанӗ те тухмасть! — тарӑхса хирӗҫленӗ партизан.

— Вот тебе и «чу-чу», ни черта не выходит! — с досадой огрызнулся партизан.

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Ялта пытанаймӑн, — лӑпкӑн кӑна хирӗҫленӗ Александра Петровна.

— В деревне не спрячешься, — спокойно возразила Александра Петровна.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Ӑҫтан парне пултӑр ку — ыр тунӑшӑн усалпа тавӑраҫҫӗ-и вара, — хирӗҫленӗ этем.

— Какая же это награда — платить злом за добро! — возразил человек.

Шакал тигра улталани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Ку, дервиш, дервишсем — чыслӑ, таса ҫынсем, — хирӗҫленӗ аҫи, — чӗрчунсене нихҫан та тивмеҫҫӗ вӗсем.

— Это дервиш, а дервиши — почтенные, праведные люди, — возразил воробей, — живых тварей они никогда не обижают.

Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Кунта санӑн кил мар, манӑн! — хирӗҫленӗ лешӗ.

Тут не твой дом будет, а мой!

«Манӑн» тата «санӑн» ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Панӑ япалана мӗншӗн кайса илмелле мар-ха? — хирӗҫленӗ арӑмӗ.

— Но ведь так положено, — с недоумением возразила жена, — отчего же не пойти и не получить?

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эп — ӳсӗр мар! — синкеррӗн хирӗҫленӗ Фома.

— Я — не пьян! — угрюмо возразил Фома.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Вӑл — санӑн ӗҫӳ: кӗрекере эс хуҫа… — хирӗҫленӗ ашшӗ.

— Это твое дело: ты хозяйка… — возразил отец.

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах, час-часах сӑмахне хӗрӳллӗн пуҫласа, вӑл ҫав хӗрӳлӗхпех хӑйне хӑй хирӗҫленӗ, хӑйне хӑй хупланӑ е мӗнле те пулин кулӑшла хӑтланчӑкпа пӗтерсе хунӑ.

Но часто, начав речь со страстью, он так же страстно возражал сам себе и опровергал себя или заканчивал ее какой-нибудь смешной выходкой.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Мӗншӗн ҫӗмӗрес мар, ҫӗмӗрӗлеҫҫӗ пулсан? — чӑрсӑррӑн, анчах ҫав вӑхӑтрах ҫирӗппӗн хирӗҫленӗ Фома.

— А что ж их не бить, если бьются? — задорно, но твердо возразил Фома.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Суятӑн! — лӑпкӑн хирӗҫленӗ Саша.

— Врешь! — возразила Саша спокойно.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эпӗ телейсӗр мар… — ҫирӗппӗн хирӗҫленӗ вӑл.

— Я — не несчастный… — твердо возразил он.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех