Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаярланса (тĕпĕ: хаярлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унти тӑшман ҫапларах хаярланса ҫитни ҫинчен шухӑшламанччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ак ӗнтӗ вӑл, каллех хӑйне такама лапатка ҫине ҫавӑрса хунӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек каҫӑрткаласа, суя куллине лӑнкӑрт ҫӑтса ярса, хӑй тин ҫеҫ юхтарнӑ лӑймака, йӑплака сӑмахӗсене сирсе ывӑтрӗ те, хаярланса, самант чи малтанхисене, пуҫламӑшӗсене, усаллисене вут хыптарса, амалантарса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Шӑла ҫырткаласа ура ҫине тӑтӑм та, хаярланса кайса автоматӑма пӑркаласа шатӑртаттара-шатӑртаттара, малалла талпӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Хальхинче унӑн ӳт-тирӗ мар, ытларах чунӗ ыратрӗ, хаярланса кайрӗ: ӑшӗнче вӑл такама тытса силлерӗ, такама мӑйӗнчен пӑврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн иккӗмӗш Пурис шӑлне йӗме пӑрахрӗ те самант хаярланса, тискерленсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кай! — хыпса ҫӑтаслах хаярланса хӑтӑлма васкарӗҫ халӗ «алпастӑсем» хӑйсем «юнне ӗмсе-ӗҫсе илнӗ» «жертвинчен», юлашкинчен ҫирӗппӗн, юна-юна асӑрхаттарчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑрлач уйӑхӗ, пӗрре ҫатӑр-ҫатӑр хаярланса, тепре вӑшш-вашш ҫемҫелсе, хӑйӗн юлашки кунӗсене шут ҫине хуратчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Летчик хаярланса калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ фронтра хамӑр салтаксем мӗнле хаярланса ҫапӑҫнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, вӑрҫи куллен-кун вӑйланса, хаярланса пырать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Мӗнле хаярланса, чунтан ӗненсе каланӑччӗ вӑл!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Хӑвалатпӑр! — терӗ Сарри хаярланса.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пинеҫ хаярланса илнӗ хыҫҫӑн кӑшт лӑпланчӗ те урӑххи пирки пӗлесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ут теҫҫӗ сана! — кӗтмен ҫӗртен хаярланса хыттӑнах каларӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сасартӑк вӗсем хаярланса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хаярланса ларнӑ.

И ожесточился смертельно.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Упӑшкипе калаҫма тытӑнсанах Майрепи сӑнӗ сасартӑк темле хитре марланса, хаярланса кайнӑччӗ.

Когда Майреби заговорила с мужем, лицо ее сразу сделалось некрасивым, злым.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пур ҫӗрте те Пугачев ҫинчен калаҫа пуҫларӗҫ, ҫыннисем хаярланса карӗҫ».

И везде болтают про Пугачева, ужас как зол народ, хуже собак цепных.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле каллех хаярланса кайнӑ.

Щеголь снова напыжился.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эпӗ мар, ҫынсем ҫапла калаҫҫӗ, Ятман вӑрҫӑран хаярланса таврӑннӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех