Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уявсем (тĕпĕ: уяв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрпе ҫыхӑннӑ уявсем малалла пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Пире, хӗрарӑмсене, хутран-ситрен ҫавнашкал уявсем те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Муниципаллӑ округӑн культура тата архив ӗҫӗсен секторӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ М. А. Кокорева хӑй сӑмахӗнче культура ӗҫченӗсем вырӑнта тӑтӑшах пысӑк уявсем, паллӑ кунсем тӗлне тӗрлӗ мероприятисем ирттерме тӑрӑшни пирки каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Чӑн та ӗлӗкхи пек кӗрлекен уявсем ҫук халь.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Ҫав ҫурхи уявсем пирӗншӗн пур пӗрех чи савӑкки пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Социаллӑ сетьсенче нумайӑшӗ концерт пирки хӑпартланса ҫырчӗ% «Ҫакӑн пек уявсем ытларах пулсан аванччӗ», «Питӗ чаплӑ концерт!»…

Куҫарса пулӑш

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Уявсем иртрӗҫ пулмалла пирӗн, пумилкке кунӗсем пуҫланчӗҫ, мӑрса, — ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе пӗр вырӑнта тӑпӑртатрӗ Акмӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малашне православи тӗнӗн терминӗсен, унпа ҫыхӑннӑ уявсем тӗлӗшпе аташу, йӑнӑш пулмалла мар пек туйӑнать - тӗпчевҫӗ ҫак сӑмахсен словарьне те кӑларӑма кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Хам та вӗсен пурнӑҫӗсемпе интересленсех тӑма, паллӑ кунӗсем, уявсем ячӗпе саламлама тӑрӑшатӑп», — кӑмӑллӑн калаҫать паян та хӑйне ҫамрӑк ҫын пек вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ тытакан, пурнӑҫра яланах лайӑххине ҫеҫ шанакан Людмила Кирилловна.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Уявсем йӗркеленӗ, экскурсисене илсе ҫӳренӗ, ӗҫлекенсен ачисен канӑвӗ пирки те тӑрӑшма тивнӗ…

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Райадминистрацин ӗҫсен управленийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ В.Александров райпо ӗҫченӗсене уявсем ячӗпе саламларӗ, малашне те палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа пыма сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Кунашкал уявсем ҫулсеренех ирттерессе шанса тулли кӑмӑлпа саланчӗ вӑййа хутшӑннӑ пур ҫын та.

Куҫарса пулӑш

Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html

Уявсем хыҫҫӑн спорта кӳлӗнӗр.

После праздников смело начинайте заниматься спортом.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шывтӑкансене уявсем хыҫҫӑн хӑйсене пӗр чӑмӑра пухайманшӑн вӑрҫаҫҫӗ тӗк – ан тавлашӑр.

Если Водолеев упрекают в том, что они не могут собрать себя в кучу после праздников, не надо спорить.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ытти кун вара лӑпкӑ канма пултаратӑр, уявсем хыҫҫӑн сире нумай ӗҫ ӗҫ кӗтет.

В остальное время можете расслабиться и отдыхать на полную катушку, потому что сразу после праздников вас ждет напряженная работа.

53-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗр тӑхтамасӑр ҫаксене пӗтермелле: уявсем, туссем, тӗлупулсем сире кӗтеҫҫӗ.

Срочно, срочно нужно потратить этот избыток – праздники, концерты и встречи с друзьями уже ждут вас!

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уявсем вӑхӑтӗнче Литвинов музучилище студенчӗсемпе Хусанти тар завочӗн клубӗнче концерт пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унта тем те пӗр ҫӗкленмелле те сарӑлмалла: улма-ҫырла сачӗсемпе пахчасем, метеорологине астрономи станцийӗсем, театрсем, клубсем, лазаретсем, биллиард ҫурчӗсем, скульптурӑпа сӑнарлӑ ӳнер мастерскойӗсем; рояльпе оркестрсем валли кӗвӗ-ҫемӗ пӳлӗмӗсем; ташӑсемпе уявсем валли залсем.

Здесь возникнут сады, огороды, метеорологические и астрономические станции, театры, клубы, лазареты, биллиарды, мастерские скульптуры, живописи; музыкальные комнаты для рояля, оркестров; залы для танцев и праздников.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак уявсем кашни ҫыншӑн ҫывӑх.

Это любимые всеми праздники,

Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2019 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/28/news-4003712

Ӗнесен уявсем ҫук, вӗсене кирек хӑш кун та, ҫав шутра вырсарни кун та, сӑвасах пулать.

Коровы не признают праздников, их надо доить в воскресенье, как и в любой другой день.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех