Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

услови сăмах пирĕн базăра пур.
услови (тĕпĕ: услови) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче вӗренме, тӗрлӗ енлӗ аталанма, сывлӑха ҫирӗплетме пӗтӗм услови пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/

Гимназипе университета вырӑс мар халӑхран тухнӑ чухӑнсен ачисене илсех кайман, ҫитменнине, вӗренме услови те пулман.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ачасемшӗн, сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансемшӗн пӗтӗм услови пур унта.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Хореографи залӗ калӑпӑшӗпе тивӗҫтермест пулин те, занятисене тивӗҫлӗ шайра йӗркелеме ытти услови ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Услови пулать: хута яракан тӑваткал метрсен 10% кая мар пайне хайхи аренда валли памалла.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Хальхи вӑхӑтра спорт залӗнче спортпа туслашма мӗнпур услови туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Пурӑнма кунта ҫителӗклӗ услови, кулленех пурнӑҫра усӑ курмалли хатӗрсем те ҫук мар: сантехника, электричество плиткисем пур.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Паллах, ҫакӑ вӑл чи кирлӗ услови пулсан ҫеҫ, мирлӗ килӗшӳ мире юратакан государство территорийӗн тӗрӗс-тӗкеллӗхне, унӑн никама пӑхӑнмасӑр пурӑнас положенине тата чыслӑхне тӳрремӗнех е мӗнле те пулин урӑхла пырса тӗкӗнмест пулсан ҫеҫ пулма пултарать.

И это, конечно, при одном непременном условии – если мирное соглашение не задевает ни прямо, ни косвенно территориальной целостности, независимости и чести миролюбивого государства.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

«Кунта пур услови те пур.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Кунти капиталлӑ юсав ӗҫӗсем хыҫҫӑн ачасене вӗренме пур услови те ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Тарӑн пӗлӳ илме пӗтӗм услови пур.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Театр культури, театр профессионалӗсен ӑсталӑхӗ кино валли те, телевидени валли те, хӑйсем тӗллӗн вылякан валли те ӳссе аталанма кирлӗ услови пулнӑ, малашне те ҫаплах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫӗнӗ ФАПсенче чирлӗ ҫынсене сиплеме пур услови те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/03/17/%d1%84%d0% ... %d0%b5cce/

Вӗренме кӗрекен ҫамрӑк пӗвӗпе ҫӳллӗ те тӗреклӗ пулни шкула илмелли тӗп услови шутланать.

Ведь одним из условий приема в школу был высокий рост,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑт сана услови: сан пур-ҫук укҫу кирлӗ мар мана, пилӗк хут хутласа мӗн чухлӗ пӗрене йӑтса кайма пултаратӑн — йӑлтах санӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пур ҫавӑн пек услови, сӗт суса иличчен, чи малтан хатӗрленӳ тапхӑрне пӗтӗмпех робот туса ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Анчах тыткӑнрисене ирӗке кӑларасси ма йывӑр услови шутланать-ха саншӑн?

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапах та кала-ха, Алексей Федорович, кам сӗннипе савӑн пек услови туса пачӗ мана Иван Васильевич?

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Канаш районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ амӑшӗ Наталия Иванова ачасене шкула илсе ҫӳретме кирлӗ пек услови пулӗ-ши тесе ыйтса пӗлнӗ республика Пуҫлӑхӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

Вырӑссем-тутарсене ҫакнашкал услови лартнӑ: ӳлӗмрен Хусан ханне пиртен илетӗр, эпир ирӗк памасӑр кунта нимле хан та пулма пултараймасть тенӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех