Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫаранран тухсан малалли ҫула пысӑках мар юхан шыв хӗррипе тӑсрӑмӑр, ӑна темиҫе тӗлтен каҫа-каҫа иртрӗмӗр; лаша урисен тӗлӗнче шӑмпӑртатса шыв пире сирпӗнчӗксемпе ислетет.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Курӑнманскер — вӑл аякри пӗчӗк юлан утҫа сӑнать; хайхискер юртӑпа хыпалансах ҫывхарать, ҫав хушӑрах пысӑках мар йӗрлевҫӗ анчӑк пӗрре лаша урисен айӗпе чупать, тепре курӑк хушшинче кукӑр-макӑррӑн сиккелет.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тӑруках пӗтӗмпех улшӑнчӗ — шутласа кӑларайми пайӑркасем ҫӗр ҫине ылтӑн укҫасем пек сапаланчӗҫ; шыв вӗсемпе йӑлтӑртатать, хӑшӗ-пӗри Горн урисен тӗлне ӳкрӗ, — витӗр курӑнаҫҫӗ, ҫутӑпа сывлӑшран туптанӑ тейӗн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Негр: «Авв…», — тесе пуҫланӑччӗ ҫеҫ, ҫав самантрах ҫӗр чӗтревне туйрӗ, фейерверк евӗрскере курса ӗлкӗрчӗ ахӑр, кӗҫех Гент урисен тӗлне шаннӑ курӑк пек пӗкӗрӗлсе ӳкрӗ те тӑнне ҫухатрӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Арӑслана тӑхлан ҫамкинчен лекрӗ, вӑл кукленсе ларчӗ те малти урисен чӗрнисемпе ҫӗртен чаваланчӗ, анчах пач кӗтмен ҫӗртен хевтесӗрлӗхне ҫӗнтерсе яштах сикрӗ те Гента ҫапса тӳнтерчӗ, юлашки сывлавӗпе чӗтрене-чӗтрене сунарҫӑ кӗлетки ҫинче туртӑнать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унӑн урисен тӗлӗнче касса ҫурнӑ тӗркем выртать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Лаша урисен айӗнче пружина пек авкаланса тӑракан шӳсе кӳпченӗ мӑк айӗнчен ҫӑра шыв пӑчӑртанса тухать.Под ногами лошадей из упругого, разбухшего мха выдавливалась мутная вода.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вара, минресе кайса, вӑл сад варринелле вирхӗнчӗ, тӗрлӗ ҫӗртен лань пек хыттӑн чупса ҫаврӑнчӗ те чарӑнчӗ: ӑшри, шалти тӗттӗмлӗх Тинга урисен тӗлӗнчи курӑни-курӑнми шуранкаскер ҫине пӑхма хистет.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Урисен тӗлӗнче хумлӑн-хумлӑн ҫапӑна-ҫапӑна янрав сасӑ ун патнелле ҫывхарать; хускалмасӑр тӑракан пӗтӗм ӳчӗпе-кӗлеткипе кулакан, темӗскерпе хускалнӑскер, паллӑ марлӑха тав тӑваканскер — Ассунтӑн яланах, ӗмӗрӗпех ҫапла тӑрас, ҫапла сывлас та хӑйӗн пӗчӗк чӗринчен перӗнес килет, — унӑнах талтлатать-и унта?
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Блюм урисен тӗлӗнче — хӗрлемес шӑнӑрсемпе пӑнчӑланса сӑрланнӑ шурӑ, чернил тӗслӗ шыв чечекӗсем, — вӗсем хӗррисем пӗтӗрӗннӗ ҫаврака ҫулҫӑсем ҫинче нӳрленсе выртаҫҫӗ; вӗсенчен шурлӑхӑн туйӑни-туйӑнми шӑрши сарӑлнӑ — пылакрахскер, йӳҫекскер.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Галеран Тиррей урисен тӗлне ларчӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ботредж унӑн урисен тӗлӗнче выртать, пуҫне йӗпе пусма таткипе хупланӑ.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн пысӑках мар хура куҫӗсенче сисӗни-сисӗнми кулӑ мӗлтлетрӗ те вӑл алӑка шӑппӑн хупрӗ — унсӑрӑн лазаретӑн пӗрлехи уйрӑмӗн надзирателӗ калаҫӑва итлеме пултарать, унтан кравать ҫине Давенант урисен вӗҫне ларчӗ, ӑна лӑпкӑ пулма тата шанма ыйтса пуҫне сӗлтрӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Мана пӑраларӗҫ, — терӗ те Утлендер Гетрах урисен тӗлне лаплатрӗ; Гетрах та аманнӑ, анчах ҫӑмӑл — мӑйӗнчен.— Меня просверлили, — сказал Утлендер и упал к ногам Гетраха, тоже раненного, но легко, в шею.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пуҫӗ таранчченех тирпе витӗннӗ, хутланнӑ та — вӑраннӑ матрос урисен вӗҫӗнче хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа хускалмасӑр выртать.Скрючившись неподвижной меховой массой, торчал он у ног проснувшегося матроса и мерно, часто дышал.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Тӳсем ҫухатнӑ Сантус ҫумӗнчи пӑшалне куҫарса хумашкӑн аллине тӑсасшӑнччӗ ҫеҫ — анчах унӑн шухӑшне тӗшмӗртнӗн шар хуҫа урисен хушшине кусса кӗчӗ те пӑшал кӳпчекӗ тӗлӗнче хуралҫӑ позицине йышӑнчӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Гелли урисен ҫумне ҫыпҫӑннӑ юбкинчен урайне самантрах тумласа тулнӑ шыв кӳлленчӗкӗнче тӑрать.Гелли стояла в луже, мгновенно образовавшейся на полу от липнущей к ногам юбки.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тинех вӑранса ҫитнӗн — шлюпка унӑн урисен айӗнче тӳлеккӗн чӳхенет; Аян тӑрса пӗр кӗсменпе авӑсать.Шлюпка, точно проснувшись, закачалась под его ногами; Аян греб стоя, одним веслом.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вӑл кашни утӑма, урисен кашни куҫӑмне чӑннипех тапӑна-тапӑна, ҫӗне-ҫӗне пырать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Алӑсене вӗсем малтан мӗнле пулнӑ ҫавӑн пекех тума хушнӑ пек, вӑл виҫӗ-тӑватӑ хут хӑйӗн малти урисен чӗрнипе ман ал ҫумне тӗкӗнчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.