Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисемпе (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрӑм урисемпе талкӑштарать кӑна.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрӑм урисемпе яртлаттарать кӑна.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй тӳрӗ утасшӑн пулчӗ пулин те хура ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисемпе сукмака тӗллеймесӗр темиҫе хут та тарӑн юр ӑшне ана-ана кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Упӑшки арӑмӗ ҫинчен тем те пӗр каланӑ чух та, арӑмӗ упӑшкине кашлама тытӑнсан та залра ларакан тӳрӗ чунлӑ ҫынсем, тӳсеймесӗр, урисемпе тӑпӑртатсах кӑшкӑрнӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫапла ниҫта кайса кӗрейми хӗпӗртесе, урисемпе чечетка ташланӑ пек тӑпӑртатса кӑшкӑрма пултараҫҫӗ манӑн хӑшпӗр туссем ҫак калав ятне вуласанах.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Тата пӳрт-хуралтӑ умне вӗри тусана чавса кӗрсе выртнӑ чӑхсем урисемпе чавкаласа нӳрӗ ҫӗр кӑлараҫҫӗ те ҫунаттисемпе ҫапса ҫӑвӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сӗтел-пукан урисемпе кӗтессисене кӑшласа пӗтерчӗ — куншӑн ятлаҫсан та, кулмасӑр ятлаҫаймастпӑр, Ара, Бианкӑн ҫӗнӗ шӑлӗсем тухаҫҫӗ-ҫке, ҫавӑнпа мӗн курнӑ, ӑна кӑшлама пӑхать, пӗчӗкскер!..

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илнӗ пек, лаша чарӑнчӗ те сылтӑм урисене хуҫлатса, сулахай урисемпе мелсӗррӗн пусса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Йӗпе урисемпе йӗрлемен вырӑн та хӑвармарӗ, урай сармисемпе тӑлланса, кӑшт ҫеҫ чикеленсе каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Иккӗмӗш тапхӑрта выльӑхсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ, кайри урисемпе тӑпрана е ыттине чаваҫҫӗ, хӳрисене тӑратса чупаҫҫӗ, ӳслӗк ерет.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Урисемпе мӑйӗ панцирь ҫумне тачӑ ҫыпӑҫтарса хунӑ пек иккен.

Ножки и голова как будто приклеены к панцирю.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Тимӗр шапи пысӑках мар: пур урисемпе те пӗр турилкке ҫине вырнаҫма пултарӗччӗ.

Черепаха была скорее маленькая, чем большая: со всеми ногами могла бы уместиться на тарелке.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Унӑн пӗчӗк урисемпе плащ аркине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл, урисемпе стена ҫумне тапса, ҫурӑмӗпе алӑка тытса тӑнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кабинӑран комбинезон ҫаннипе тарланӑ ҫамкине шӑлкаласа Кирик сиксе анчӗ, атӑ тӑхӑннӑ урисемпе кустӑрмасене тапа-тапа пӑхнӑ хыҫҫӑн мотор таврашӗнче тем чакаланчӗ, таса татӑкпа фарӑсене сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анӑҫалла сулӑнса ҫинҫе вӑрӑм урисемпе инҫетри Сӑр хӗрринчи вӑрман ҫине чӗркуҫленнӗ хӗвел Автанкасси таврашӗнчи вӑрмана, улӑх-ҫарана, уй-хире кӗрен ҫутӑпа ачашлать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, ҫӳллӗскер, йӑрӑс пӳ-силлӗскер, хутран-ситрен вӑрӑм урисемпе сенӗк аврине явала-явала илет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юнпа тулнӑ куҫӗсене хаяррӑн вылятса пуҫне силлет, мӗкӗре-мӗкӗре малти урисемпе хытӑ юр муклашкисене хӑйпӑтать, аяккалла-маяккалла сирпӗнтерет, мӗн тӗл пулать, ҫавна ҫӗмӗрет.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗвел хӑйӗн кӑварланнӑ урисемпе тӗнче хӗррине пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте урса кайса урисемпе тапрӗҫ, аллисемпе ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех