Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урапи (тĕпĕ: урапа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тен, вӑл арҫын урапи ҫине лекеймен?» — иккӗленеҫҫӗ теприсем.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

— Кӳме урапи ӑҫта? — ӳпкелесе ыйтрӗ салтак арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилепе Ванюш тимӗрҫӗн ывӑлӗсем — Толикпа Венька пӗчӗк кӳме урапи ӑсталаса хире курӑк пуҫтарма тӑтӑшах ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫӗсене уснӑ арҫынсем хӑйсен кутамккисене лаша урапи ҫине хунӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсене ыталарӗҫ, арӑмӗсене чуптурӗҫ, ачисене аллисене илсе лӑпкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫемье арканчӗ, пурнӑҫ урапи те пӗр сулнӑкран теприне ярӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темле майпа ӑна урапи ҫинчен туртса антарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Володя хӑйӗн тракторӗ хыҫҫӑн лаша урапи кӑкарать те ҫак кӗпер урлӑ ферма валли пусыпкӑ турттарса каҫать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗн чухлӗ мухтанман-ши Ҫтаппан ҫав велосипедпа: «Трофейнӑй! Атте илсе килчӗ. Фари те пур. Куратӑр пуль?» — тетчӗ те вӑл, каҫӑрӑлса пӑхатчӗ ҫуран урапи ҫине.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурӑнма пӗлес тетӗн пулсан, пуҫлӑхсен урапи ҫине ларма та пӗл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таҫта ҫавӑрса ҫитерет-ха ӑна пурнӑҫ урапи: те чикӗ леш енне, те хӑй ҫарран чупса ҫӳренӗ ҫеремлӗ урама? —

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах пурнӑҫ урапи пӗр йӗрпе чупмасть: пӗр ҫулхине черетлӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче Ярабаева «шуҫлӑ ҫунапа» ярӑнтарнӑ та ун вырӑнне Аксанова суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лаша урапи те ҫулпа пӗр тикӗссӗн кусмасть, ҫавӑн пекех пурнӑҫ ҫулӗ те тумхахсӑр пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Пурнӑҫ урапи яка ҫулпа чупнӑ хӑш вырӑнта тумхах тупӑннӑ?

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Тӗрӗссипе каласан, ӑна пулах пурнӑҫ урапи арканчӗ манӑн, — аттипе пусса пӗр ҫӗрулмине лапчӑтрӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑн пек чух кӗтмен ҫӗртен пурнӑҫ урапи ҫинчен ӳксе юлатӑн, чупатӑн ун хыҫҫӑн, анчах хуса ҫитейместӗн.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Пурнӑҫ урапи пӗр йӗрпех чупмасть: ӑнсӑртран эп сарӑмсӑр инкеке лексен ман ҫине те алӑ сулмӗ-и хайхи хӗр?» — ҫавӑн пек шухӑш чӑлхантарчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тури чӑваш чӗлхин таппипе янравӗ те вӑйлӑ сисӗнет Мартынов прозинче, хӑшпӗр персонажӗсене вара вӑл тӳрремӗнех вирьялла калаҫтарать: «Пурнӑҫ урапи» повеҫре — Мавра кинеми, «Урпашра та вутчуль пур» повеҫре — Малян кинеми.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Урапи ҫине Савантере ҫӗклесе ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

И-и, урапи ҫинче ушкӑн-ушкӑн — кӑрал: хӗҫ, анкар, ҫӗмрен, ухӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урапи ҫине хӑй туп-туллиех тем тиенӗ, ҫиелтен шӑналӑкпа витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех