Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умнелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл та умнелле, «пацансем» патнелле чупрӗ.

Он тоже побежал вперед, к «пацанам».

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

– Ну, пулма пултарап, анчах эп ним те тумас, – Тима килӗшрӗ те Виталик патне умнелле таврӑнчӗ.

– Ну, можно, только я ничего делать не буду, – согласился Тима и побежал вперед к Виталику.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Ҫакскер вара хӑйӑ ҫутма тесе кӑмака умнелле иртет те темӗскер пӑшӑл-пӑшӑл тунине илтет.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркинейӗ вӑтанса, Тарса утрӗ васкаса Саран кӳмми умнелле, Шавлӑ пухӑн хӗрнелле…

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗтерне кӑмака умнелле кӗрсе каять, кашӑк-чашӑк сасси илтӗнет.

Катерина уходит к печке, слышен звон посуды.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Пӗр самант Виктор полицейски алли умнелле тайӑлса тӑчӗ.

Несколько мгновений Виктор стоял, опершись на эту руку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юланутлӑ ҫынсем, хӑйсем валли хӗҫӗсемпе ҫул уҫса демонстрантсен маршрутне пӑтратса ярас шутпа колонна умнелле ыткӑнчӗҫ.

Прокладывая себе дорогу саблями, всадники бросились наперерез колонне, чтобы спутать ее боевой маршрут.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫиппин вӗҫӗ тем тӑршшех, кӗпе ҫухавинчен те иртсе, кӑкри умнелле усӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лукарье, сӑра куркине Микула аллинчен илсе лартсан, ҫимӗҫӗсене ун умнелле купаларӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук кӑмака умнелле пӑрӑнма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуплу касасси баржа ӑшӗнчен шыв тӑкассиех мар-ха, ӑна касма пулӗ! — хуплуна хӑй умнелле шутарчӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫӳҫрен ҫакӑннӑ усламҫа пилӗкӗнчен тытса пӗтӗм вӑйӗпе хӑй умнелле туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑри пакурне амбар умнелле ывӑтса ячӗ те, кил хушши варринче чарӑнса тӑрса, ҫурт-йӗрӗ тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫӗн Озеров йӑпӑр-япӑр кӗсйинчи хунарне кӑларса, ун ҫутине хӑй умнелле тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тата кирлӗ-и? — ыйтрӗ пуҫлӑх тӗркене хӑй умнелле туртса илсе.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иван патшана хам элчӗрен, Кельдеур мӑрсаран, тем вӑрӑмӑш ҫыру парса ятӑм-ха, ак ҫакӑн тӑршшӗ, — аллине хӑй умнелле ҫӳле-ҫӳле тӑсса кӑтартрӗ пиччӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Начартарах куракан ҫын пек, хутне пӗрре куҫ патнех илсе пычӗ вӑл, тепре хӑйӗн умнелле аяккалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн кирлӗ сире? — терӗ вӑл, ҫапӑҫма хатӗрленнӗ пек, йывӑр хӗҫҫине хӑй умнелле ҫӗр ҫине лартса.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас Сарыев хыҫҫӑн пӳрт умнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сап-сарӑ мӑшӑр ҫивӗтне умнелле янӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех