Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳсме (тĕпĕ: тӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑр шухӑша путать ҫак тӳсме ҫук хӑрушӑ сӑнсене куракан салтак.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӗҫе тӑвиччен сыпмасан та тӳсме пултаратӑп, — килӗшрӗ Хӗлип.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта тӳсме сук йывӑр хӗн-хур айӗнче тӑван чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юратнӑ ҫын хур кӳнине тӳсме пушшех йывӑртарахчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫак самант килессе нумай кӗтрӗм, ҫавӑнпа ӗҫ пӑрахиччен тӳсме пултараймарӑм…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук тӳсме ҫук хуйхӑллӑ пулсан та, урамри ҫуй-шава илтсен, чӗри кӑртах турӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑрнайсене ҫеҫ тӳсме пултараймастӑп…

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑшкӑла тӳсме йывӑр пулин те, вӑл, этемлӗх мӑнаҫлӑхне пусарсах, Лукарье чӗрине ҫавӑрма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗччен тӳсме тата йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑлтах тӑна кӗрсен, ӑшчикӗ ҫуннипе тӳсме ҫук шыв ӗҫес килнине туйса, вырӑн ҫинчен ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑ старик хӑйне чирлӗ те имшер ҫын пек хӗрхеннине тӳсме пултарайманнине систерчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑл хӑйне суйнине тӳсме пултараймасть…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унашкал чунлисене Юратай планетипе ун хуҫи тӳсме пултараймаҫҫӗ иккен!

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Паҫӑр кӑна тӳсме ҫук хаваслӑхпа шыва кӗрекен пуянсен ачисене те хӗрхенсе тӑмасть: ҫӑтать те ҫӑтать, тӑраннине те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Тӳсме ҫук шӑрӑх тӑнӑ пирки кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канлӗх ҫук.

Нестерпимый зной не давал покоя ни днем, пи ночью.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шӑрӑхпа типӗ уяр ҫанталӑка чи вӑйлӑ тӳсме пултаракан курӑксем ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ: кӑлкан, типчак тата тӗрлӗ хыт-хурасем.

Остаются только самые выносливые к жаре и засухе растения — ковыль, типчак и разные бурьяны.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Пуш-хирте пӗчченлӗхе тӳсме ҫӑмӑлах мар пулас…

— В пустыне все-таки одиноко…

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ йӗркесӗрлӗхе тӳсме пултараймастӑп.

Я не терплю непослушания.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫавӑнпа вӑл пӑхӑнманнине тӳсме пултараймӗччӗ.

Непокорства он бы не потерпел.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӗсем нимӗнле суялӑха та тӳсме пултараймаҫҫӗ, вӗсем пур еннелле те майлашакансене, карьеристсене питӗ хӑвӑрт уйӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех